Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич Чăваш Ене килсе çитнĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикине пĕр кунлăх ĕçлĕ визитпа Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ. Шупашкарти аэропортра сумлă хăнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Енĕн тĕп федераллă инспекторĕ Геннадий Федоров тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.  Шупашкарта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич Округ канашĕн ларăвне ирттерет. Кун йĕркинчи тĕп калаçу Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри патшалăх влаç органĕсенчи пурăнмалли аварийлĕ тата юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассин ыйтусем тавра пулĕ. Юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен куçарасси - патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсемшĕн паянхи куна йывăрлăх кăларса тăракан ыйтусенчен пĕри. Канашлу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, федераци шайĕнче тĕрлĕ предложенисене пăхса тухма палăртĕç. Чи малтанах регионсенче граждансене аварийлĕ тата пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе тĕллевлĕ программăна пурнăçлассине хăй вăхăтĕнче тата эффективлă пурнăçламалла. Çак кунах Михаил Бабич тата Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕн çумĕпе Михаил Ваничкинпа хупă режимпа хăш-пĕр уйрăм ыйтусемпе калаçу ирттерме палăртнă. Хыççăн  Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич Атăлçи полпред тата Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министрĕн çумĕпе Михаил Ваничкинпа, Пермь крайĕн губернаторĕ Виктор Басаргин ПФОри Пермь кадет корпусĕпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне ал пусса çирĕплетĕç. Тĕплĕнрех



30 сентября 2013
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter