Шупашкарта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи ларăвĕн Канашне ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн  30-мĕшĕнче Шупашкарта  Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи ларăвĕн Канашне ирттернĕ,  аварийлĕ тата пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарасси программăна пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Мероприятие уçнă май, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн пĕр ларăвĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассин программăн срокне тăсасси пирки хушу пани çинчен аса илнĕ, çапах та Федерацин хăш-пĕр  субъекчĕсенче пĕрле саплаштармаллин калăпăшĕ пур-пĕрех пысăккине палăртнă. Вĕсене пĕчĕклетес тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен 2016-2017-мĕш çулсем валли хушма укçа 10 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Тавлашуллă тата татса паман ыйтусем татах та пур, вĕсене çийĕнчех сӳтсе явса, кун йĕркинчен кăларса пăрахмаллине каланă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ палăртнă тăрăх, паянхи куна чи пĕлтерĕшлĕ те йывăр татса паман ĕç - «аварийлĕ» тата «çĕрĕшнĕ» (кивĕ, юрăхсăра тухнă) çуртсен критерийсене çивĕч палăртасси, - тенĕ. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ ыйтусем шутĕнче экономкласлă çуртсене хăпартса лартма çĕр Фончĕпе кирлĕ пек усă курасси, аварийлĕ çуртсенчен пурăнакансене лайăх хваттерсене куçарасси. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçнă. Аварийлĕ çуртсенчен пурăнакансене хăтарассипе çыхăннă куллен тĕл пулакан йывăрлăхсем, палăртнă тытăмри ĕç-хĕлĕн аталанăвĕ çинчен чарăнса тăнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи предложенисем юрăхсăра тухнă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн пĕрремĕш тапхăрти ыйтусене татса пама пулăшассине асăннă, вĕсене пула Атăл тăрăхĕнчи федераллă округпа 572 пин çын  пурăнма лайăх çуртсене куçассине палăртнă. Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхĕн докладне тарăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ паха, кашни регионшăн витĕмлĕ пулнине каланă. Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Владимир Токарев хăйĕн сăмахĕнче аварийлĕ çурт-йĕрсене пĕтерессипе регионсенчи программăпа килĕшӳллĕн пурнăçланă ĕçсен мониторингĕпе паллаштарнă. Канашлура  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн реформировани фончĕн патшалăх корпораци правленийĕн председателĕн – генеральнăй директорĕн çумĕ Олег Рурин, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, регионсен ертӳçисем калаçнă.  Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Бабич протокола паянхи калаçура  палăртнă предложенисене пĕтĕмпех кĕртсе хăвармаллине çирĕппĕн пĕлтернĕ. «Ман шутпа, кун йышши пĕтĕмлетӳ, регион министерствисемшĕн, Патшалăх строительствин ĕçчешĕсемшĕн те ыйтусене татса пама çăмăллăх кӳрĕ», - тесе хăйĕн шухăшне палăртнă Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Бабич аварийлĕ çуртсенчен хăтарас программăна пурнăçлассин вăхăтне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çирĕп тĕрĕслесе тăнине асăннă. Ыйтăва татса пама мĕн-пур мерăсене йышăнасси пирки те каласа хăварнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре  ПФО ытти регионсенчи пекех ыйтусене татса пама хушма укçа-тенкĕ кирлĕ пулассине асăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе аварийлĕ çуртсен фончĕн ыйтăвĕсене пăхса тăма саккунсен базине лайăхлатас пирки те палăртнă.  Тĕплĕнрех 

 



30 сентября 2013
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter