Сочи: инвестици форумĕ

Авăн уйăхĕн 26-29-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери XII "Сочи-2013" инвестици форумĕн мероприятийĕсене хутшăнать.

Республика Пуçлăхĕ пĕрлехи "Экономика аталанăвĕ тата пурнăç пахалăхĕS ыйтусем тата малашлăх" ларăва, Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев федераци субћекчĕсен ертÿçисемпе регионсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес ыйтусемпе ирттерекен тĕл пулăва, темиçе "çавра сĕтеле" тата дискуссисене хутшăнма палăртнă.

Форум вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕпе "Оргсинтез ушкăн" АХО хушшинчи Çĕнĕ Шупашкарта "Химпром" АУОн промышленноç лапамĕнче "Антрахинон мелĕпе çулталăкра 50 пин тонна водород перекиçĕ туса кăларакан çĕнĕ производство йĕркелесси" проекта пурнăçламалли килĕшĕве алă пусĕç. Çавăн пекех Чăваш Ен Правительствипе "Раççей сечĕсем" АУО Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче электроэнергетика отраслĕ валли специалистсем хатĕрлекен тытăма аталантарас енĕпе алла-аллăн ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусма палăртнă.(Т.Иванов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter