Бюджет: дефицитлă пулин те ÿсĕмлĕ

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынăскер, ытти чухнехинчен вăрахарах кайрĕ. Республикăн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккунĕн проекчĕ калаçтарчĕ.

Пулас бюджетпа вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Çитес çулсем валли вăл ÿсĕмлĕ пулмалла. Федераци бюджечĕн параметрĕсем хальлĕхе тĕп-тĕрĕс паллă мар пулин те Михаил Геннадьевич Чăваш Ен хыснин пайăр цифрисене асăнчĕ. 2014 çулта хамăрăн тупăшсем 21 млрд тенкĕпе танлашмалла. Ÿсĕм - 4,4%. Мускав памалли укçа виçи - 10,2 млрд тенкĕ. Çапла вара республикăн çитес çулхи бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 31,4 млрд тенкĕ ытларах пулĕ, тăкаксене 34,6 млрд тенке яхăн пăхнă. Дефицит самай пысăк - 3,1 млрд тенкĕ /15%/.

Федераци тата республика бюджечĕсен хутшăнăвĕсем улшăннине кура вырăнсенчи бюджетсене кĕрекен тупăшсем тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем пулаççĕ. Çакна та шута илнĕ. Калăпăр, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене тытса тăрасси вырăнти шая куçать, тăкаксем пысăкланаççĕ. Çапах çакна саплаштаракан самантсем те пур. Сăмахран, чикĕлемен çĕрсене арендăна панăшăн илекен тупăш, транспорт налукĕн пĕр пайĕ район-хула бюджетне кĕрĕ. Топливо акцизĕсен пĕр пайĕ те кунтах юлать. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уяманшăн шыраса илекен штрафсен çурри республика бюджетне пуянлатĕ.

- Бюджетпа кăмăлсăррисем пулма пултараççĕ. Анчах пирĕн Раççей Президенчĕн указĕсене пурнăçламаллах. Çавна май бюджет дефицитне те пысăклатрăмăр, - терĕ М.Игнатьев.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов бюджетра хăй ертсе пыракан отрасль валли 700 млн тенкĕ уйăрнипе кăмăллă. Ку виçе кăçалхинчен пысăкрах. Çапах пăшăрхантаракан самант та пур. Кредитсене субсидилеме федерацирен çителĕклĕ укçа уйăрмаççĕ - 450 млн тенкĕ çитмест. Çынсем хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсене субсидилесси те йывăр, çапах ку енĕпе ыйтăва татса пама май пур пек каларĕ. Анчах инвестици кредичĕсем тĕлĕшпе - «питĕ йывăр». ЧР Пуçлăхĕ çак ĕçе республика бюджетĕнчен тĕревлес шухăш пуррине палăртрĕ.

Обязательнăй медстраховани фончĕн ертÿçи Вячеслав Александров васкавлă медпулăшу тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтăва çĕклерĕ. Кăçал медицинăн çак отраслĕ валли 405 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Чăннипе вара нормативсемпе килĕшÿллĕн чылай ытларах кирлĕ - 29% ытла парса çитереймеççĕ. Çитес çул валли те хайхи дефицита 26% шайĕнче пăхнă... Финанс министрĕ бюджетра медицина валли каякан тăкаксене пысăклатни çинчен каларĕ-ха, анчах васкавлă медпулăшу тытăмĕнче вăй хуракансем кĕтни туллин тÿрре тухмасть-тĕр. Çийĕнчен В.Александров пысăк технологисемпе ĕçлекен центр валли федераци укçа уйăрма пăрахассине аса илтерчĕ - ун валли те хамăрăн тăкакланмалла...

Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вара çитес çул бюджетĕнчен Шупашкарти «Спартак» стадиона туса пĕтерме уйăрмашкăн палăртнă 31 млн тенке кăçалах парсан аванни пирки сăмах пуçарчĕ: «Строительсем объекта çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме хатĕр. Укçи кăçалах пулсан аван...» «Эпир халь çитес çулхи бюджета тишкеретпĕр, - вырăна лартрĕ ăна ЧР Пуçлăхĕ. - Укçа пулмасан ĕçе вĕçлемĕç тесе хăратма кирлĕ мар. Ытти майсем шырамалла». Асăрхаттарусемпе сĕнÿсене шута илсе саккун проектне пĕтĕмĕшле ырларĕç.

ЧР патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне пысăклатас ыйту тавлаштармарĕ. Федераци шайĕнче çурла уйăхĕн вĕçĕнче тунă йышăнупа килĕшÿллĕн федераци чиновникĕсен ĕç укçине пысăклатма йышăннă. Чăваш Енĕн те юлмалла мар. Республика бюджетĕнчен тытса тăракан патшалăх учрежденийĕсенче вăй хуракансен шалăвĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5,5% пысăкланĕ.

Республикăн 2020 çулчченхи Инвестици стратегийĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков паллаштарчĕ. Стратеги тени çапларах ĕнтĕ - пĕтĕмĕшлерех. Çавăнпах пуль министр доклачĕ хыççăн М.Игнатьев пайăррăн палăртрĕ: «Инвесторсем кунта килес тесе черет тăраççĕ тееймĕн. Вĕсене тимлĕх кирлĕ, налук, ытти енĕпе илĕр¬тÿллĕ условисем туса памалла. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ çынсем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ - вĕсене кунта илсе килме тăрăшмалла. Ку енĕпе Калуга лайăх ĕçлени паллă. Эпĕ унта пултăм - мĕнле ĕçленипе паллашрăм. Унта инвестор тĕрлĕ ирĕк илессишĕн чупса çÿремест. Вăл хăйĕн миллиарчĕпе килнĕ - «ăна ăçта хывма май пуррине кăтартăр». Конкурсра çĕнтерет те - ăна тÿрех кирлĕ документсен хатĕр пуххине параççĕ. Пирĕн те çапларах ĕçлемелле. Ĕçлеме тăрăшатпăр. 306 гектар çĕр хатĕр - пĕтĕмпех уçă. Ытти мерăна та йышăнмалла».

/Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 сентября 2013
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter