Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче пулнă

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Пăрачкав районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ  гипс, ангидрит тата доломит   хатĕрлессипе тимлекен «ГиПор-М» ООО çитсе унăн ĕçĕпе паллашнă. «Мордовцемент» АУО генеральнăй директорĕ Сергей Сиушов  предприятинче 180 çын вăй хунине пĕлтернĕ, вĕсен вăтам ĕç укçи 34,5 пин тенкĕпе танлашнине каланă. Кăçалхи çул 8 уйăх хушшинче пĕрлешӳ 308,2 пин тонна  чĕр тавар хатĕрлесе кăларнă, вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 18,5 процент чухлĕ нумайрах. 2013 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ таран 23 млн. тенкĕллĕх налог тӳленĕ. Сергей Сиушов пĕлтернĕ тăрăх, 4 çул хушшинче предприяти производство калăпăшне уйăхне 5 пин тоннăран 40 пин тонна çитерме май килнине, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 500 пин тоннăна та çитерме палăртнине асăннă.  Пуласлăхра предприяти çулталăкри  производствăн калăпăшне 2 млн.тонна çитерме палăртать. Гипсо-ангидрит комбинатăн малашнехи планĕнче çĕнĕ технологисемпе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăпа ĕçлесси, çивĕтти витнĕ 80 пин тонна тавар вырнаçтармаллăх  склада çĕклесе лартассине пурнăçа кĕртме палăртса хунă. Михаил Игнатьев предприяти йывăрлăхсене пĕтĕмпех çĕнтерсе, паянхи кун районти нуммай çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерсе пысăк шалу парса хавхалантарнине палăртнă. Влаç органĕсемшĕн паян пĕлтерĕшлĕ çак факт, ăçта республикăра пурăнакансенчен нуммайĕшĕ ĕç укçине районăн вăтам шайĕнчен икĕ хут ытларах илни.  Пухăннисен ыйтăвĕсене хурав панă май, Михаил Игнатьев кăçал 3 çулти тата аслăрах ачасене садиксене йышăнмалли черет ыйтăвне татса парассине, социаллă программăсем лайăх ĕçленине, вăл шутрах ял çыннисене пурăнма çурт  лартма тата илессипе те курăмлăнах ĕç пурнăçланни çинчен пĕлтернĕ. «ГиПор – М» ООО ĕçĕпе паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев Пăрачкав салинче тăлăха юлнă ачасене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерес ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă, ключсем парса чыс тунă. Çĕнĕ хваттерсен хуçисене саламланă май Михаил Игнатьев тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи республикăра пурнăçланнине каланă. «Эсир патшалăх тимлĕхне туйăр тесе, эпир çулсеренех темиçе çĕршер миллион укçа куçаратпăр», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Социаллă пулăшăва кура, нуммай ачаллă  тата çамрăк çемьесен, çамрăк специалистсен, демографи лару-тăрăвĕсем Пăрачкав районĕнче лайăхланĕç», - тесе хушса каланă.  Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев 2013 çулта тата 7 тăлăха юлнă ачана лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнине асăннă. Харпăр хăй хваттерĕнче пурăнма ачаран шухăшланă ĕмĕчĕ пурнăçланнишĕн тата çĕнĕ хваттерсенче пурăнакансен ячĕпе Надежда Новосельцева  республика, район ертӳçисене чĕререн тав тунă. Михаил Игнатьев хваттерсе пăхса çаврăннă,  çурта хăпартакансене хăш-пĕр кăлтăкĕсене çитес вăхăтрах пĕтерме хушса хăварнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Пăрачкаври Ача çуртĕнче республика Пуçлăхĕ воспитательсемпе калаçнă, пурнăнмалли условисем çинчен ыйтса пĕлнĕ, ачасене ал-ĕç ăсталăхне, машинăпа çӳремелли малтанхи хăнăхусен вĕрентĕвне тата çул-йĕр правилисене  тимлекен технологи урокĕнче пулса курнă. Михаил Игнатьев тăмран ăсталакансен, web-дизайн студине, пылак çимĕç хатĕрлекнсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă, ачасем кильтипекех хăйсене туйччĕр тесессĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех вăй çитерсе условисем туса памаллине каланă. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ  муниципалитет активĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, кун йĕркине кĕртнĕ йыту Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2012 çулта çу уйăхĕнче кăларнă Указсĕсем пурнăçа епле кĕрсе пынине тишекрнĕ. Тĕплĕнрех



04 сентября 2013
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter