Шăмăршă районĕ: вырма – хыçра, умра – кĕр аки

Виçпÿрт Шăмăршă тени кунта виçĕ çын çеç ĕçчен тенине пĕлтермест: ялта маттурсем – вуншарăн. Ахальтен мар ĕнтĕ «Карлинская» агрофирма çурхи ака-суха ĕçĕсенче те, утă çинче те, вырмара та мĕн пур ĕçсене ыттисенчен маларах вĕçлеме ĕлкĕрет.

Кăçал та хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртрĕç.

– Вырма ĕçĕсене хутшăннисене пурне те тав тăвас килет, – тет агрофирма ертÿçи В.Абсалямов. – Кашниех яваплăха туйса ĕçлерĕ.

Хуçалăхри пĕтĕм тыр-пула Александр Савельев комбайнерпа унăн пулăшуçи Петр Кузьмин çапса тĕшĕленĕ. Бункер хыççăн бункер тулнă ДОН-1500 комбайнăн. Çĕнĕ тухăçа хиртен йĕтем çине Александр Кузьмин турттарса тăнă.

Тухăç пирки ыйтсан, Владимир Ильичăн сăнĕ кăштах салхулланчĕ:

– Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Çакăншăн хресчен айăплă мар – çанталăк самаях чăрмав кÿчĕ...

Çавах та мĕн пуррине пухса кĕртни паха. Йĕтемре тасатса сортланă тырă кĕлетри пÿлмесенче вырăн тупни хăех пысăк пĕлтерĕ- шлĕ: хресчен çăкăрсăр лармĕ.

– Вырма вĕçленни чун лăш кайнине пĕлтермест, – сăмаха малалла тăсрĕ хуçалăх ертÿçи. – Умра – тата яваплăрах ĕç: кĕр аки.

Тĕрĕс. Кĕр тыррисене вăхăтра акса хăварни – пулас тухăç никĕсĕ. Çĕр хатĕр, ăна Владимир Архипов механизатор хатĕрленĕ. Александр Кузьминăн икĕ сеялкăллă агрегачĕ паян-ыран тесен хире тухĕ. Сеяльщиксем те пур.

Хуçалăхра кăçал кĕрхисене 100 гектар акса хăварма палăртнă: 70 гектар ыраш, ытти – тулă. Вăрлăх çитет. Элита мар пулин те – вырăнтах хатĕрлени, хальлĕхе массăллă репродукцине куçманни.

Виçпÿртшăмăршăсен нумай çул ÿсекен курăксем те пур. Вĕсене те иккĕмĕш хут çулса илнĕ, кирлинчен ытларах утă хатĕрленĕ. Çак выльăх апачĕпе хуçалăх ĕçченĕ-сене тивĕçтернĕ, вăл сутмалăх та пур. Утă çулнă çĕрте Александр Кузьмин пуçарулăх кăтартнă. Геннадий Харитонов пресланă типĕ курăк складра шанчăклă упранасси пирки иккĕленÿ çук.

Сăмах май, агрофирмăра выльăх-чĕрлĕх витисене те юсаса пĕтернĕ – «шурă шăнасем» вĕçме пуçлассине кĕтмен.

П.ПАДИАРОВ,

обществăлла корреспондент.

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.



04 сентября 2013
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter