Пурнăçпа тан утать

Элĕк районĕнче Кăканарта пурăнакан Анна Петровна 18 çул тултарсан вăрçă пуçланнă. Телефонистка ĕçне пикеннĕ. Виçĕ çултан вăйпа Челябинска трактор заводне çĕклеме янă. Анчах та çул çинче тарма пултарнă. 1947 çулта Анна Петровна Алексей Ивановича качча тухнă. Унпа пĕрле пилĕк ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Иккĕшĕ те «Авангард» хуçалăхра вăй хунă. Шел пулин те, Анна Петровнан мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Çулланнă хĕрарăм халĕ, 90 çулта пулин те, хаçат та, кĕнеке те вулать, телевизор пăхма та май тупать.

А.Петрова кĕçĕн ывăлĕпе Юрийпе пĕрле пурăнать. Мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе ялан савăнать.



04 сентября 2013
13:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter