Вăрнар районĕ: çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче – çĕнĕ кĕнекесемпе

Редакторсен тата авторсен пĕрлехи ĕçне пула «Чăваш чĕлхи» (3-мĕш класс, авторĕсем – В.И.Игнатьева тата ыттисем), «Тăван литература» ( 5-мĕш класс, Н.Г.Иванова тата ыттисем), «Чăваш чĕлхи» (2-мĕш класс, Г.В.Абрамова), «Тăван тавралăх» (8-мĕш класс, Е.В.Енькка), «Чăваш чĕлхи» (3-мĕш класс, Л.П.Сергеев тата Т.В.Артемьева) тата чăвашла ытти кĕнекесем «пиçсе» тухрĕç.

Класс тулашĕнче вуламалли «Ылтăн шевле» (2-мĕш класс валли, О.Г.Кульев, А.Р.Кульева) «Литература вулавĕ» учебникăн тăсăмĕ пулса тăрать. Пособин тĕп тĕллевĕ – урокра илнĕ пĕлĕве çирĕплетесси.

Учительсене пулăшма «Чăваш чĕлхипе литератури олимпиадине ирттересси» (Е.А.Андреева, В.И.Игнатьева, П.Н.Метин) пособи кун çути курнă. Унта тестсем, ыйтусем, олимпиада валли текстсем кĕртнĕ. Рецензенчĕсем – Ю.М.Виноградов, О.В.Скворцова, Е.В.Иванова.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсем учебниксене куçарассипе те нумай тимлеççĕ. Кăçал пичете пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем валли икĕ пайран тăракан «Математика» (М.Моро тата ыттисем) хатĕрлесе çитернĕ. Вăл 1–4-мĕш классем валли, «Школы России» системăна кĕрет.

3-мĕш тата 4-мĕш классем валли «Пирĕн тавралăх» (А.А.Плешаков) учебника патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕсен йĕркипе пуянлатса хатĕрленĕ. Унта кашни урокăн тĕллевĕсемпе задачисене, проект ĕçĕ-хĕлне, харпăр хăйне тĕрĕслемелли страницăсем кĕртнĕ. Чăвашла «Просвещение» издательство кăларăмĕнчен куçарнă.

Чылай учебникăн ĕç тетрачĕсем пур. Кĕçех çавăн пекех «Индивидуальный маршрут ученика» серирен тĕрлĕ предметпа «çул кăтартакан» кĕнекесем пичетленсе тухмалла.



04 сентября 2013
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter