Тăван кĕтесрен уйрăлман

Петр Кондратьев Якунекасси ялĕнче 1933 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Тантăшĕсем пекех шкулта вĕреннĕ, çарта пулнă. Çартан таврăнсан «Звезда» хуçалăхри ĕçе пикеннĕ: счетоводра, профком председателĕнче вăй хунă. Колхозра экономика вĕренĕвне вун пĕр çул йĕркелесе пынă. 1969 çултан пуçласа 2000 çулччен «Звездара» тĕп бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçланă. 1982 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Мăшăрĕ Феодосия Михайловна хăйĕн пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă. Тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Юбилей кунĕнче Кондратьевсен çемйинче хаваслăх хуçаланнă.

Юбилей ячĕпе Петр Кондратьевича Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов тата ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Якимов саламланă.



04 сентября 2013
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter