Михаил Игнатьев: «Андриян Николаев ячĕ пирĕн чĕремĕрсенче ĕмĕрлĕхех пурăнĕ»

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл салинче Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Николаев çуралнă кун ячĕпе, 84 çул тултарнине халалласа ирттернĕ торжествăлла митинга хутшăннă. Мероприятие космонавтăн хĕрĕ Елена Андрияновна Николаева -Терешкова хăйĕн мăшăрĕпе тата ывăлĕпе Андриянпа килсе çитнĕ. Паллă пулăма Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Владимир Титов, Раççей Федерацийĕн Геройĕ,  Раççей Федерацийĕн космонавт летчикĕ Василий Циблиев, Раççейри чăвашсен  Федерацин наци культурин вице-президенчĕ Анатолий Григорьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Андриян Николаев космоса тĕпчес ĕçре пысăк тӳпе хывнине палăртнă. «Тĕнче уçлăхне вĕçнĕ хыççăн Андриян Николаев тĕнчипех паллă çын пулса тăнă, анчах та пысăк чап унăн кăмăл-туйăмне улăштарман. Андриян Григорьевич яланах ырă та сăпайлă, сисĕмлĕ  çивĕч çын пулнă. Чăваш Енре Çамрăк космонавтсен отрячĕсене йĕркеленĕ, вĕсем питĕ лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Çамрăк ăрушăн хаклă ентешĕмĕрĕн тĕслĕхĕ - çынна чи пысăк çитĕнӳсем тума хистет, вăй-халлă, ĕçчен пулса çитĕнме пулăшать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Андриян  Григорьевич  Николаева пула Чăваш Ен тата чăваш халăхĕ çинчен тĕнчипех пĕлчĕç. Унăн ячĕ пирĕн асăмăрта ĕмĕрлĕхех упранмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Космонавтăн хĕрĕ Елена Андрияновна Николаева –Терешкова хăйĕн сăмахĕнче ашшĕ  çинчен аса илнĕ. «Атте яланах хăйĕн тăван кĕтесне юратнă, Чăваш Еншĕн, унăн халăхĕшĕн таса чунпа яланах ĕçленĕ. Чăваш Ен пĕчĕккĕ, анчах та тĕлĕнмелле республика, кунта ĕçчен те ырă халăх пурăнать», - тенĕ вăл. Елена Андрияновна республикăна ертсе пыракансене легендарлă космонавта асăнса пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернишĕн тав тунă. Хăнасем Мемориал комплексĕнчи Андриян Григорьевичăн вил тăприне пуç тайнă, чĕрĕ чечексем хунă. Музей фончĕ кунран-кун пуянланса пынăран выставкăра çĕнĕ экспонатсемпе паллашнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх пухăннă космонавтсем ятран кăвак чăрăшсем асăнмаллăх лартнă. Андриян Николаев ачалăхĕ иртнĕ музей çурта кĕрсе унти хатĕрсемпе паллашнă. Тĕплĕнрех



05 сентября 2013
18:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter