Раççей Центросоюзĕ Михаил Игнатьева потребкооперацие аталанма пулăшнишĕн тав тунă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев патне Раççей Федерацийĕн Центрсоюз канашĕн Председателĕнчен Евгений Кузнецовран телеграмма килсе çитнĕ. «2013 çул II-мĕш квартал ăмăртăвĕсем тăрăх, Раççей Федерацийĕн Центросоюз Чăваш Ен потребпĕрлешĕве пĕтĕмĕшле аталантарассишĕш лайăх ĕçленĕшĕн пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Потребительсен кооперацийне аталантарма пулăшнăшăн тав тăватпăр», - тесе çырнă телеграммăра. Чăваш Республикинчи потребпĕрлешĕве 12 çул хушши Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов ертсе пырать. Пĕрлешӳ 21 потребитель обществисенчен тăрать, яланах Раççейри потребительсен пĕрлешĕвĕсен хушшинче ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илет.



05 сентября 2013
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter