Елена Андрияновна Николаева -Терешкова: «Чăваш Енре нумай ырă енне улшăннă»

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавт летчикĕ, икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикипе унăн тĕп хулин Хисеплĕ гражданинĕ çуралнă кун ячĕпе 84 çул тултарнине халалласа ирттернĕ  пулăма килсе çитнĕ Елена Николаева-Терешковăпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Андриян Григорьевич Николаев ячĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн  пуриншĕн те питĕ хаклă пулнине палăртнă. Чăваш халăхĕн ывăлĕн ятне упраса хăварассипе тата ăна ĕмĕрлĕхех асра тытма республикăра ырă ĕçсем пурнăçланаççĕ. «Калăпăр, авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çурран чупассипе 75-мĕш юбилейлă эстафета чупăвĕ иртет, ăна Андриян Григорьевич Николаева халалласа ирттереççĕ . Эстафетăра пĕтĕм республикăран организацисемпе, предприятисенчен, шкулсенчен çынсем хутшăнĕç. Кун йышши спорт ăмăртăвĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пуçлăх сумлă хăнана Шупашкарта планетари строительствин хатĕрленӳ тапхăрĕн ĕçĕпе паллаштарнă. Космонавтăн хĕрĕ республика Пуçлăхне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. «Юлашки вăхăтра, мана Чăваш Енре пулма питĕ кăмăллă. Кунта çулсеренех хула илемленсе пырать. Эпир виççĕмĕш çул килетпĕр ĕнтĕ хулана, ырă енне нумай улшăнни куç кĕретех. Эсир, кунта пурăнакансем ку илемлĕхе куллен куратăр, сирĕн куçăрсем хăнăхса та çитнĕ пулĕ, анчах та пирĕншĕн, хăнасемшĕн,  хула ырă енне улшăнни питĕ лайăх курăнать», - тесе палăртнă Елена Андрияновна Николаева-Терешкова.   Тĕплĕнрех



05 сентября 2013
18:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter