Министерство грамотипе наградăланă

 Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче Пĕлÿ кунне ирттернĕ чухне çитĕнекен ăрăва воспитани парас тата вĕрентес ĕçре тухăçлă ĕçленĕ педагогсене наградăсем парса чысларĕç. Виççĕшне сăн ÿкерчĕкре куратăр: вĕсем – Сиккасси вăтам шкул директорĕн ачасене воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Чебукова, Сухайкасси вăтам шкулĕн истори тата музыка учителĕ И.Баранов, Ямаш вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.Семенова. Роза Александровна, Игорь Николаевич тата Ольга Исааковна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. (Канаш районĕ)



06 сентября 2013
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter