Шупашкарта Владимирăн Турă Амăшĕ иконăна халалланă храма çутатнă

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Турă Амăшĕ ячĕллĕ храма çутатнă пулăма хутшăннă. Пысăк чыса, храма çутатассинче  Чăвашсен тата Шупашкарăн митрополит  Варнава  кĕлĕ вуланă. Ĕлĕкхи Турă Амăш ячĕллĕ Владимиртан асамлă иконăна  XVI-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çырса хунă пулнă. Чăваш Ен тĕп хулишĕн пăхса тăракан Турăш шутланать. Шупашкара реликвийе 1555 çулта  архиепископ Хусансен тата Свияжсксен Гурий илсе килнĕ. Хусана килнĕ чухне IV Иван хушнипе Шупашкарсен воевочĕсем тата хула çыннисем  умĕнче палăртнă вырăна çутатнă, пулас кремль вырăнĕн кĕтесĕсене тупса палăртнă, Введениский кафедра соборĕ вырăнне пусмаран чиркӳ туса лартнă, хыççăн вăхăт иртнĕ çемĕн йывăçран хăпартса лартнă. 1559 çулта çурт çунса кĕлленнĕ, пĕртен-пĕр Турă Амăшĕн икони анчах та çăлăнса юлнă. Хальхи самантра Введенский кафедра соборĕнче турăшсем хушшинче паллă икона тĕп вырăн йышăнса тăрать. Турă Амăшĕн икона ячĕпе йывăçран хăпартса лартнă храм Шупашкарти Çеçпĕл урамĕнче сăвап кӳрсе ларать.  Храма 2011 çулта раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче сăлай çапса  ĕçе малалла тăснă. Çак хисеплĕ ĕçе Чăвашсен тата Шупашкар митрополичĕ Варнавăпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Çĕнĕ чиркĕве цилиндр евĕр пĕренесенчен, çивĕттине тимĕр витнĕ, шăнкăрав çĕклесе лартнă. Храмри Турăшсене вырăнти ал-ĕç ăстисем хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра республикăри районсемпе хуласенче провослави тĕнне ĕненекенсен чиркĕвĕсем тăтăшах хута кайнине асăннă. «Пирĕн тĕллев – провослави тĕнне ĕненекенсем валли пур услови те туса парасси, вĕсем сăх сăхса, кĕлĕ вуласа кăмăл сипет енчен пуянланса пыраççĕ, пирĕн общество тăнăçлăхĕ пĕр тан лайăх аталанса пырĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăвашсен тата Шупашкарăн митрополичĕ Варнава Раççейре 2014 çулта Сергей  Радонежский Çветтуй турăш 700 çул тултарнине анлăн паллă тума палăртни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев паллă пулăма хисеплесе Чăваш Республикинче анлă программа хатĕрлеме пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех

 



06 сентября 2013
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter