Гипс кăларакансем хăватсене ÿстереççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Пăрачкав районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Малтанах Пăрачкаври «ГиПор-М» ОООн гипспа ангидрит комбинатне çитсе курнă. Кунта çĕр айĕнчен гипс, ангидрит, доломит кăлараççĕ. «Мордовцемент» АУО гендиректорĕ Сергей Сиушов пĕлтернĕ тăрăх - предприятире 180 çын ĕçлет, вĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ - 34,5 пин тенкĕ. Кăçалхи 8 уйăхра 308 пин тонна ытла чĕр тавар кăларнă, çакă пĕлтĕрхинчен 18,5% нумайрах. Тăватă çулта предприяти производство калăпăшне уйăхри 5 пин тоннăран 40 пин тонна таран ÿстерме пултарнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 500 пин тонна шайне çитесшĕн. Малашлăхра вара çулталăкри калăпăша 2 млн тоннăна çитерес тĕллевлĕ. Комбинат ĕç технологийĕсене аталантарса пырасшăн, çĕнĕ йышши техника туянма, хатĕр продукцин 80 пин тоннăлăх складне тума палăртнă.

Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх - предприяти йывăрлăхсене хыçа хăварнă, паян районта пурăнакансене лайăх шалуллă ĕçпе тивĕçтерет. «Мордовцемент» - хăватлă компани, çĕр-шыври гипс материалĕсен суту-илĕвĕн рынокĕнче 7-10% танлашакан тÿпе йышăнать, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. - Влаç органĕсемшĕн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ: кунта республикăра пурăнакансем ĕçлеççĕ, районти вăтам кăтартуран 2 хут ытла пысăкрах ĕç укçи илеççĕ».

Пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев республика кăçал 3 çулти тата аслăрах ачасене садиксене йышăнмалли черет ыйтăвне татса парассине, тĕрлĕ социаллă программăна пурнăçланине, çав шутра ялсенче пурăнакансене хваттер туянма, çурт-йĕр тума пулăшнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пăрачкав ялĕнче тăлăх ачасене савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ хваттер уççисем пама хутшăннă. Çамрăксене саламланă май Михаил Игнатьев республикăра тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли патшалăх программине пурнăçлани çинчен каланă. «Çуллен çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăратпăр - çамрăксем патшалăх тимлĕхне туйччăр», - тенĕ вăл. Нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене пулăшнине кура Пăрачкав районĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырасса палăртнă.

Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев кăçал районта тата çичĕ тăлăха хăтлă хваттерсем парасси пирки пĕлтернĕ. Çуртра пурăнакансен ячĕпе Надежда Новосельцова сăмах илнĕ, вăл хăйĕн ачаранпах ĕмĕтленнĕ уйрăм хваттерĕнче пурăнма май туса панăшăн район, республика ертÿçисене тав тунă. Михаил Игнатьев хваттерсене пăхса çаврăннă, подрядчиксене строительство ĕçĕсен пахалăхĕ тĕлĕшпе хăш-пĕр асăрхаттарусем парса çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме сĕннĕ.

Пăрачкаври И.Н.Ульянов ячĕллĕ ача çуртĕнче республика Пуçлăхĕ кунти воспитанниксемпе курнăçса калаçнă, йăла условийĕсемпе паллашнă. Технологи урокĕнче пулнă: ачасем ал ĕçĕ тăваççĕ, çĕлеççĕ, ятарлă тренажер çинче водитель ăсталăхне алла илеççĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕренеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунти мастерскойпа, дизайн студийĕпе, ача çурчĕн хăйĕн кондитер цехĕпе те паллашнă, ачасемшĕн килти пек условисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă.

Юлашкинчен Михаил Васильевич муниципалитет активĕпе канашлу ирттернĕ, унта Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.

 Ю.ПЕТРОВ



07 сентября 2013
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter