Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани

Финанс  сферин  хисеплӗ ӗҫченӗсем  тата  ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн професси шайӗнчи пысӑк ӑсталӑхӑра, ӗҫченлӗхӗре тата яваплӑхӑра пула Чӑваш Енре ҫирӗп финанс тытӑмӗ йӗркеленнӗ, бюджет укҫи-тенкине приоритетлӑ тӗллевсем валли шайлашуллӑн уйӑрса парасси лайӑх шайра пулса пырать, Чӑваш Республикин экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн васкавлӑн татса памалли задачисем вӑхӑтра тата тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Пирӗн республика общество укҫи-тенкине тытса пырас енӗпе тӑтӑшах Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх субъекчӗсен йышне кӗме тивӗҫет. Сирӗн ӗҫӗре федераци шайӗнче пысӑка хурса хаклани Чӑваш Ене  «Электронлӑ бюджет» проекта пурнӑҫлакан пилот регионсенчен пӗри пулма май пачӗ.

Финанс сферин ӗҫченӗсем хӑйсен професси тивӗҫне малашне те  чыслӑн тата тивӗҫлипе пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене мӗн пур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем, иксӗлми юрату, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев

 



08 сентября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter