Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи лайăх шкулсен ертӳçисемпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ канашлăва ку хутĕнче Чăваш Республикинчи вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансемпе, Раççейре 500 чи лайăх шкулсем шутне кĕнĕ заведенийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Александр Иванов хутшăннă. Пухăннисем тĕп темăпа, вĕрентӳ пахалăхĕ, вĕренекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтересси, патшалăх тата общество ыйтусем тавра калаçу хускатнă.    Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Енре вĕренӳ тытăмне модернизацилес ĕçре 5 млд. тенкĕне яхăн тăкакланнине асăннă. Шкулсенчен, хăш учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетсе юсамалла пулнă, вĕсене пĕтĕмпех тенĕ пек 70 процента яхăн пурнăçланă.  Ачасене шкулсене илсе çитерес тĕлĕшпе техника базине те кулленех улăштарса пыни çакнах çирĕплетсе парать. Ыйтăва 100 процент таран тĕпрен пурнăçланă. Педагогика ĕçченĕсен ĕç пахалăхне лайăхлатас тесе тĕрлĕ йышши мерăсем йышăннă. Республикăри чи лайăх вĕрентекенсем Раççей Президенчĕн премийне, шкул çулне çитмен ачасене ăсталăха пухма вĕрентекенсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне  илеççĕ. Чăваш Енри кашни пиллĕкмĕш вĕрентекен Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата ведомствăн патшалăх наградине тивĕçнĕ. Çамрăк специалистсене пĕтĕмĕшле пĕлӳ парас ĕçе явăçтарас тесе, вĕсене валли çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене татса пама тĕрлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Вĕрентӳ учрежденийĕсем тĕрлĕ бизнес-пĕрлешӳсемпе, предприятисен ертӳçисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пырасси те йăлана кĕрсе пынă. Уйрăмах электротехника промышленноç енĕпе ĕç-пуç курăмлăн пурнăçланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ педагогика ушкăнне  мал ĕмĕтлĕ ĕçлесе пырса çитĕнӳсем тунишĕн тав тунă. «Пирĕн ĕçе пысăк шайра хак панă, ăна аялла антарма юрамасть», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Çавра сĕтел» калаçăва хутшăнакансем ППЭ, олимпиада кăтартăвĕсене сӳтсе явнисĕр пуçсĕр, лицейсемпе гимназисенче, шкулсенче вĕрентӳ пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Шупашкарти 5№-лĕ гимнази директорĕ Инна Исаевăн шухăшĕпе, шкул коллективĕсенче психологи тĕлĕшĕнчен анлăрах ĕçлесе пымаллине асăннă. 1№-лĕ гимнази ертӳçи Луиза Аллабергенова шухăшĕпе, амăшĕсенчен кашниех вĕсен ачисем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс аталанса пырса, юрăхлă çынсем пулса çитĕнни,- тенĕ.  Ачасем, хăйсем вĕренекен шкулсенче, вĕсене пысăк тавра курăмлă ӳссе çитĕнме кирлĕ пек условисем туса пани çинчен, хăйсен савăнăçне пытармасăр каласа кăтартнă. Пухăннă ачасенчен нумайăшĕ, шкул вĕсемшĕн иккĕмĕш кил вырăнĕнче пулнине каланă. Вĕсем шкулта вĕренӳ ăсталăхне туптанисĕр пуçне ытти хăйсене кăсăклантаракан, тавра-курăмне аталантарма пур май та пуррине палăртнă. Калаçу вăхăтĕнче ĕçре, вĕренӳре уйрăммăн палăрнисене тĕрлĕ хавхалантарусемпе тивĕçтермелли çинчен те асăнса хăварнă. Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çакнашкал тĕл пулса калаçни - тепĕр хут çирĕплетсе парать, республикăн пуласăхра аталанса пыма хăватлă вăй пуррине çирĕплетет, - тенĕ. Тĕплĕнрех



10 января 2014
18:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter