Тăвай районĕ: куçса çÿрекен приз – нăрвашсенче

“Красная Чувашия” ЯХПКри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем иртнĕ çулхи декабрьте “Районти чи лайăх сĕт-çу фермин коллективĕ” ятпа пĕрлех куçса çÿрекен парнепе диплома тивĕçрĕç. Çитĕнÿпе вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Чайкин саламланă.

Коллектив пĕлтĕр кашни ĕнерен 3795-шер кг сĕт (çав шутра декабрьте 35,5 тонна) суса илнĕ, ĕне выльăх йышне чакарман, продукци туса илесси ÿссех пырать. Т.Федорова заведующи фермăна ăнăçлă ертсе пырать.



10 января 2014
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter