Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем  тата ветеранĕсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!        

Раҫҫейре виҫӗ ӗмӗре яхӑн ӗлӗкрех йӗркеленнӗ, «патша куҫӗ» пул­ма сумлӑ та яваплӑ статус илнӗ прокуратура ор­га­нӗсем паян та пат­шалӑх органӗсен тытӑмӗнче чи пӗлтерӗшлӗ инсти­тутсенчен пӗри пул­са тӑраҫҫӗ.  

Прокуратура ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе тӳсӗмлӗхне, прин­цип­­лӑхне тата тивӗҫе парӑннине пула Чӑваш Республикинче саккун­сене пӑ­хӑн­­­нине асӑрхаса тӑрасси тухӑҫлӑн пурнӑҫланать, об­ществӑри ҫи­рӗп­лӗх вӑйланать тата  унӑн право культурин шайӗ ӳсет.  

Раҫҫей прокуратурин мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе упраса хӑ­­­­­варнӑ тата паян хӑйсен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан ветерансене уйрӑм­мӑн тав тӑватӑп.

Прокуратура сотрудникӗсен ҫӳллӗ шайри ӗҫлӗхпе этем па­ха­лӑ­хӗсем граждансен прависене тата тӗрӗслӗх принципӗсене хӳтӗле­мел­ли тивӗҫсене малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫлама пулӑшса пырасси пирки иккӗленместӗп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, телей тата ыр­­лӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                            М.Игнатьев.

 



10 января 2014
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter