Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисемшĕн» çурран чупассипе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Асăннă мероприятие уçнă саманта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă. Ăмăртусене ирттернĕ май, Атăлçи федераллă округпа çамрăксем, юниорсемпе, юнииороксем, хĕрсемпе яшсем хушшинче те çăмăл атлетикăпа ăмăртусем палăртнă. Торжествăлла пулăма уçнă çĕре, çӳллĕшне сикессипе Лондонра ăмăртса Олимп чемпион ятне çĕнсе илнĕ Анна Чичерова тата Иван Ухов, Афинăра хăвăрт утассипе Олимпиадăра кĕмĕл призер пулнă Олимпиада Иванова, Тĕнче шайĕнчи чемпионатра хăвăрт утассипе кĕмĕл призер ятне илнĕ Михаил Рыжов хутшăннă. Михаил Игнатьев пуçтарăннă спортсменсем умĕнче Чăваш Енре пурăнакансем спорта питĕ юратнине, çав шутрах, чи анлă сарăлнă, çурран чупассине чи юратнă спорт тĕсĕ пулнине асăннă. «Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх, Чăваш Ен физкультурăпа спорт тытăмĕнче «Раççей регионĕ» номинацире наци премине çĕнсе илнĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Спортсменсене ăнăçусем тата спортра пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Пуçлăх çак ăмăртусене иккĕмĕш çул йĕркелесе ирттернине каланă, ăна Федераци Правительстви йĕркелеме пулăшнине палăртса хăварнă.  Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорта тата спортăн пурлăхпа техника базине çĕнетсе ылмаштарма, çĕнĕрен спорт сооруженийĕсене çĕклесе лартма, спорт инфратытăмне тĕпрен юсама 5   млрд. тенкĕне яхăн тăкакланине палăртнă. Чăваш Республикинче Раççей, халăхсем хушшинче, республика шайĕнче пурĕ 1700 яхăн тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттернине каланă. Чăваш Енре кашни виççĕмĕн çын спортпа туслă пулнине асăннă. Çăмăл атлетикăпа «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисемшĕн» Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем «элита» (аслисем), «ылттăн резерв» (20 çула çитиччен юниорсем) хушшинче иртеççĕ. «Элита» ушкăнра спортсменсем12 комплект медальшĕн тупăшаççĕ.  Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене ирттернĕ май, Атăлçи федераллă округпа çурран чупассипе чепионат иртет. Кунта вара 32 комплект медале аслисем хушшинче тăватă ушкăнра тивĕçĕç. Тĕплĕнрех 

.



11 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter