Муниципаллă районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен икĕ кунлăх семинарĕ

Муниципаллă районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен икĕ кунлăх семинарĕ вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсемпе "Çавра сĕтел" ларăвне ирттернĕ.

Унта республикăри финанс министрĕ Светлана Енилина, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутатсен этики енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Наци кон-гресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăннă. Владимир Аврелькин республикăн адреслă инвестици программи мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнă. Муниципаллă йĕркелỹсем харпăр хăй тупăшĕсене ỹстерессипе тăратнă проектсен конкурсĕн итогĕсене пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев инвестици программисене пурнăçа кĕртнĕ чухне тĕп ĕçсене халăх шухăш-кăмăлне шута илсе палăртмаллине кăтартса панă. "Чун-хавалпа вăй хурса ĕçлемелле, программăна улшăнакан лару-тăрăва шута илсе тỹрлетỹсем кĕртсе йĕркелемелле, тăкаксене шута илсе пурăнма вĕренмелле", - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина оперативлă даннăйсем тăрăх 2014 çулхи республика бюджетне тупăшсем енĕпе пĕтĕмĕшле 36,88 млрд. тенкĕлĕх е 2013 çулхинчен 3,5 процент ỹстерсе пурнăçланине пĕлтернĕ. Çав шутра харпăр хăй тупăшĕсен калăпăшĕ - 21,072 млрд. тенкĕ, ỹсĕм - 3,4 процент.

Чăваш Республикин республика бюджетĕнче налук тупăшĕсен калăпăшĕ 20,04 млрд. тенкĕпе танлашнă, çав шутра уйрăм çынсен тупăшĕ - 7,6 млрд. тенкĕ, тупăш налукĕ - 4,95 млрд., организацисен пурлăх налукĕ - 3,3 млрд. тенкĕ.

Саплавсăр укçа-тенкĕ калăпăшĕ 15,8 млрд. тенкĕ е умĕнхи çулхинчен 3,7 процент пысăкрах. 2014 çулта çĕр-шывра финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах пулман пулсан та, республика Правительстви строительство объекчĕсем туса субсидисем ытларах явăçтарассипе, Чăваш Енĕн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерессипе федераллă центрпа тухăçлă килĕшсе ĕçлеме пултарнă. Республикăра 2014 çулта тĕп строительство тăкакĕсем 6,7 млрд. тенкĕпе танлашнă, 2013 çулхинчен 21,5 процент ỹснĕ. Çапла 2010 çулта республика бюджетĕнче капиталлă строительство объекчĕсем тума тăкакланă кашни тенкĕ пуçне федераллă бюджетран 36 пус пырса кĕнĕ пулсан, 2014 çулта вара республика шутĕнчен хывнă кашни тенкĕ пуçне федераци бюджетĕнчен 1,09 тенкĕ явăçтарнă. Ỹсĕм 3 хут.

Çавра сĕтел хушшинче муниципалитетсен харпăр хăй тупăшне ỹстерес ыйтусене сỹтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бухгалтерипе финанс службисем çителĕксĕр ĕçленине кăтартса панă. Районсен пуçлăхĕсене 2015 çулта вырăнти бюджетсене харпăр хăй резервĕсен шучĕпе пурнăçлассине тĕпе хума сĕннĕ.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter