Вăрнар районĕ: кун-çул утти

Кушар Юнтапари Василий Семенович Шестаков 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пÿрт тулли хурăнташ-тăван, кÿршĕсем, юлташсем пуçтарăнчĕç хисеплĕ çыннăмăра чун-чĕререн саламлама. Çак кун Василий Семенович ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Ун ĕçченлĕхне, вашаватлăхне, шÿтлеме юратнине пĕрре мар палăртрĕç. Арăмĕ, Нина Борисовна, ырă кăмăллă та уçă çын, савнă мăшăрĕпе 54 çул çемье ăшшине упрать. Йăнăш утăм тăвасран, пурнăç çулĕпе тĕрĕс пыма виçĕ ывăлне тĕслĕх парса тăраççĕ.

«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», – теççĕ. Яштака кĕлеткеллĕ, кĕрнеклĕ виçĕ ывăлĕ Тăван çĕршыва сыхлама тивĕçлĕ пулчĕç. Халĕ пурте çемьеллĕ. Аслашшĕпе асламăшне тăватă маттур мăнук савăнтарать. «Çак килте пире ĕçчен, сăпай пулма ялан вĕрентнĕ», – чун-чĕререн тав сăмахĕ каларĕç ывăлĕсем.

Василий Семеновичăн хыçра юлнă кунĕсем, иртнĕ çулĕсем сăн-пичĕ çинче тарăн йĕр хăварнă. Йывăр вăхăта лекнĕ унăн ачалăхĕ. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ чухне виççĕре кăна пулнă вăл. Амăшĕ 5 ачапа тăрса юлнă. Василий çемьере пĕртен-пĕр ывăл, çавăнпа пĕчĕкренех хăй çине арçын ĕçĕсене тиеме лекнĕ. Çиччĕре çăпата юсама, каярах çынсем валли ăсталама вĕреннĕ. «Çăпатасем хăвăрт çĕтĕлетчĕç. Вĕсене юсама пиччене каçпа лартса параттăмăр та ир валли хатĕрччĕ те. Хăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ-ши вăл», – аса илет Нина йăмăкĕ. Ашшĕ çукки çемьешĕн пысăк йывăрлăх пулнă. Апат-çимĕçĕ, укçи-тенки те çителĕксĕр. Вăрçă çулĕсем вĕсен ачалăхне туртса илнĕ. Аслисемпе танах колхозра вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Василий пĕрремĕш класа вăрçă пуçланнă çул кайнă, тăрăшса вĕреннĕ, юлса пыракансене пулăшнă. Çакăншăн ăна кашниех пĕрер пăта панă. Çакă çемьешĕн пысăк пулăшу пулнă. 7-мĕш класран Василий ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Пĕчĕк пÿрт пысăк çемьешĕн тăвăрланнă. Василий кирпĕч çапма вĕреннĕ, тăмне çăрса калăпăшне туса кăмакара типĕтсе хатĕрленĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах çак ĕçе малалла тăснă. Шкул ачи кирпĕч çурт лартас шухăшпа пурăннă.

Вун тăххăрти В.Шумилова çар хĕсметне илнĕ. Вăл Австри çĕрĕнче виçĕ çул радист-разведчик пулнă. Амăшĕ ялта пĕччен пурăннă пирки вĕренме каяс шухăшĕ татăлать. Тăван ялти чипер те ĕçчен Нина ятлă хĕре килĕштерет. Туй хыççăн икĕ эрнерен пÿрте пăсаççĕ. Василий Семенович ача чухнехи ĕмĕтне тинех пурнăçа кĕртет: ялта пĕрремĕш чул çурт хăпартса лартать. Анчах çурта тĕрĕс вентиляцилемен пирки йĕпе-сапара тата хĕлле нÿрĕ сывлăш тăнă. Тепĕр вунă çултан Василий вăрман ĕçлесе иккĕмĕш хут йывăç çурт хăпартать. Ал ăсти пĕтĕм ĕçе тума пĕлет. «Гвардеец» колхоза малтисен ретĕнче пыма нумай пулăшать. Тăхăр çул ревком членĕнче вăй хурать. Ĕçченлĕхне, тÿрĕлĕхне, тараватлăхне ял халăхĕ ырăпа çеç асăнать, хисеплет.

Пурнăç – хăналăх, теççĕ. Çĕр çине ахаль килмен Василий Семенович. Хисеплĕ çыннăмăра çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр!



13 января 2014
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter