Вăрнар районĕ: Çĕнĕ çул уявĕсем – кану вăхăчĕ çеç мар

Республикăра та, хамăр районта та январĕн 1–8-мĕшĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ.

Республикăра

Январĕн 1–8-мĕшĕсенче республикăра 360 ача çуралнă. Вĕсенчен 176-шĕ – арçын ачасем, 184-шĕ – хĕрачасем. Январĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене 49 пепке килнĕ.

Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе «Ростелеком» акционерсен уçă обществи «Электронлă правительство» проекта хута ярасси тата патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталне аталантарасси пирки контрактсене алă пуснă. Пĕрремĕшĕ электронлă правительствăн 15 информаци системин ĕç-хĕлĕн пахалăхне хаклама, иккĕмĕшĕ усă куракансен интерфейсĕсене хăвăртрах ĕçлеттерме, портал дизайнне çĕнетме, унпа мобильлĕ хатĕрсемпе усă курма, тивĕçтерÿсем илессине ансатлатма май парĕ.

Январĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта уçăлнă çĕнĕ «Спартак» спорт комплексĕнче республика правительствипе хула администрацийĕн командисем волейболла выляса ăмăртнă. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем хутшăннă. Спортăн тĕрлĕ тĕсĕ валли уйăрнă спорт залĕсемлĕ, икĕ бассейнлă спорт комплексне «Единая Россия» партин проекчĕпе федераллă тата республика бюджечĕсен укçи-тенкипе тунă.

Чăваш ен Пĕтĕм Раççейри спорт тата сывлăх вунăкунлăхне хутшăннă. Ун йĕркипе каникул вăхăтĕнче республикăра тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем пулнă. Вăл шутра – январĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ Раштав чупăвĕ те. Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕ ятпа иртнĕ старт пуçĕнче республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пулнă.

Республикăра ял хуçалăх машинисем тăвас чăваш наукăпа тĕпчев шкулне йĕркелесе яраканĕн, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне республика валли наука, наукăпа педагогика кадрĕсем хатĕрлессине халалланă Владимир Медведев профессорăн, техника наукисен докторĕн 85 çулхи юбилейне анлă паллă тунă.

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт отличникне Сергей Быстрова асăнса ирттернĕ çăмăл атлетика чупăвĕ вăхăтĕнче Олимп чемпионĕсемпе призерĕсен тренерĕ Михаил Кузнецов хăй йăтса утнă Олимп çулăмĕн факелне хулари ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулне парнеленĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çуралнă кунне январĕн 8-мĕшĕнче ĕç вырăнĕнче кĕтсе илнĕ. Çак кун, паллах, ырă самантсем те сахал мар пулнă. Тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрлех Михаил Игнатьева Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата РФ Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев та шăнкăравласа саламланă. Çавăн пекех саламлакансен йышĕнче Раççей парламенчĕн палатисен тата РФ Президент администрацийĕн ертÿçисем тата ыттисем пулнă. Хăй ячĕпе Михаил Васильевич ăшă, ăнăçу сунакан сăмахсем чылай йышăннă. Çапах та республика Пуçлăхĕ хисеп-сума тивĕçнинче ĕçчен чăваш халăхĕн тÿпи пысăк пулнине палăртать.

Чăваш енре ача сачĕсене çырăнма электронлă черет ĕçлеме тытăннă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине килтен тухмасăрах sad.edu.cap.ru сайтра черете тăратма пултарать. Ку система ĕçлеме пуçличчен заявлени çырнисен ачана Интернет урлă тепре регистрацилеме кирлĕ мар. Интернет çуккисем малтанхиллех нумай функциллĕ центрсенче е вĕрентÿ пайĕсенче черете тăма пултараççĕ.

Районта

Январĕн 1-мĕшĕ.

Мускав çар округĕнче службăра тăракан Александр Емельянов Вера мăшăрĕпе Кив Шуртан çыннисене чăн-чăн Çĕнĕ çул уявĕ йĕркелесе панă. Тĕп хуларан ачасем валли вĕсем пысăк михĕ канихвет, пылак çимĕçсем, конкурс çĕнтерÿçисем валли парнесем илсе килнĕ. Çамрăксем унччен те ыркăмăллăх пĕрре мар кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа ялта лартнă палăка юсаса çĕнетнĕ вĕсем, ял уявне йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Çĕнĕ çул уявне хаваслăх кĕртме кив-шуртансене çавăн пекех Шупашкарта учительницăра тимлекен Татьяна Николаева та пулăшнă.

Кив Шуртан – чи туслă ялсенчен пĕри. Кунта ачасемпе çамрăксем сахал пулин те уявсенче яланах халăх йышлă. Вĕсене чи аслă ÿсĕмрисем те хастар хутшăнаççĕ.

Пăваялĕнчи Борис Семенов хăйĕн çурчĕ умĕнче этем кĕлеткинчен самай çÿллĕрех Хĕл Мучипе Юрпике кÿлеписене туса лартнă. Çакна та шута илнĕ – юмах сăнарĕсем кил хуçисем çине чÿречерен те, иртсе çÿрекенсем çине урам енчен те йăл кулса пăхаççĕ.

Январĕн 1–8-мĕшĕсенче Çĕмĕрле больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче Вăрнар районĕнчен пĕр ача çуралнă. Телейлĕ амăшĕ – Çавалкасри Валентина Кириллова. Çĕнĕ çулăн 2-мĕш кунĕнче çут тĕнчене килнĕ пепке – çемьери виççĕмĕш ача.

Январĕн 2–3-мĕшĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Раççей Пенси фончĕн Вăрнарти управленийĕн ертÿçи Людмила Редькова юбилярсем патне Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене çитернĕ. Çак кунсенче Туçи Çармăсри Мария Александровна Александрова, Мăн Явăшри Мария Герасимовна Герасимова тăлăх салтак арăмĕ, Ярмушкари ĕçпе вăрçă ветеранĕ Татьяна Филипповна Ананьева, Калининăри Вера Яковлевна Яковлева 90 çул тултарнă.

Январĕн 5-мĕшĕнче Калининăри культура çуртĕнче республикăри 7-мĕш рок-фестиваль иртнĕ. Унта Шупашкарти «Ревенант», Çĕмĕрлери «Хард-Вектор» тата Калининăри «Цезарь» ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Санарпуçĕнчи культура çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри «Спорт тата сывлăх вунăкунлăхĕ» акци йĕркипе «Ай-хай, каччăсем» конкурс иртнĕ. Тĕрлĕ вăйăсем хыççăн каччăсем штанга йăтса тупăшнă. Чи нумай çĕклекенни – 11-мĕш класра вĕренекен Евгений Волков.

Январĕн 7-мĕшĕнче Хăмăшри культура çурчĕн ĕçченĕсем Лилия Ложкинапа Анастасия Кузьмина Хĕл Мучипе Юрпике тумĕсене тăхăнса «Броневик» ял хуçалăх кооперативĕн выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсене саламланă, конкурссенче хавхалантарнă, никам та выляса яман лотерейăна хутшăнтарнă. Призсем вырăнне – михĕ тырă, ятарлă тум, хуçалăхри ытти япаласем.

Январĕн 8-мĕшĕнче Вăрнарти чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулĕнче Раштав елки иртнĕ. Ачасем унта çутă уявпа çыхăннă сценкăсем лартнă, сăвăсем вуланă, юрланă.

Кăмпалта пурăнакансем вара ĕлĕкхи йăлана чĕртсе тĕрлĕ тумсем тăхăнса çветкăна тухнă. Килсерен çÿресе çынсене телей суннă, çветка юррисене юрланă.



13 января 2014
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter