Профессора халалланă

«Элĕк ачи» ентешлĕх «Вирьял» ятлă ятарлă кăларăм пичетлесе кăларнă. Ăна Какаç ялĕнче çуралса ÿснĕ истори ăслăлăхĕсен докторĕ, педагог-ăсчах, халăх академикĕ Лев Архипович Ефимов профессор 60 çул тултарнине халалланă.

Кĕнекере юбилярăн пурнăç çулне анлăн çутатнă, йăх-несĕлĕсенчен пуçласа паянхи ăрачĕ-хурăнташĕ таранах каласа панă. Çакна кĕнекери сăн ÿкерчĕксем туллин уçса параççĕ. Кăларăмра çавăн пекех тус-юлташĕсем юбиляра паллă та чаплă кун ячĕпе саламласа хайланă сăвă-юрăсемпе аса илÿсем пичетленнĕ.

Лев Ефимов – «Элĕк энциклопедийĕ» историпе краеведени справочник авторĕ. Ку кĕнеке Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн культура еткерĕ» конкурсра çĕнтерчĕ. Вăл энциклопедие тăсассипе малалла ĕçлет.



13 января 2014
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter