Элĕк районĕ: çемье телейĕ

Çĕнĕ 2014 çул кашни çемьешĕн тĕрлĕрен пуçланнă. Кайри Хирлепре пурăнакан Максимовсемшĕн вара кăçалхи çул нумайлăха асра юлĕ.

Николайпа Вера Максимовсен хĕр ача çуралнă. Унăн ятне районта 2014 çулта пĕрремĕш çырса хунă. Ашшĕпе амăшĕшĕн тĕпренчĕкĕ чи юратни, чи лайăххи. Районта пĕрремĕш хĕр ача çурални лайăх пулăм: ара пепке пурнăçа тăсакан-çке. Савăнăçлă пулăма район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче паллă тунă. Хĕр ачана Наталия ят панă.

ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева Максимовсене ача çурални çинчен ĕнентерекен хут панă, ырлăх-сывлăх, телей суннă. Вăл пурнăçра çемьепе кил малти вырăнта пулмаллине палăртнă.



13 января 2014
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter