Çĕнĕ çулпа Раштав канăвĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

 Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Республикăра Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче çынсен канăвне спортпа çыхăнтарса тĕрлĕ вĕрентӳ, культура, спорт сооруженийĕсенче йĕркелесе ирттернĕ тĕрлĕ мероприятисен кăтартăвĕсе пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕччен культура учрежденийĕсенче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăнтарса пурĕ 200 яхăн мероприяти йĕркелесе ирттернине асăннă, вĕсенче 30 пине яхăн çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине каланă. Пиллĕк пине яхăн сусăрланнă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасем тĕрлĕ мероприятисене (ыр кăмаллăх акцине) хутшăнса савăннă. Çулсерен иртекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче концерт, эстафета, презентаци, çĕнĕ çул акцийĕсенче республикăри 187 пин ача хутшăннă. Чăваш Енри чи лайăх вĕренекен шкул ачисем Мускавпа Чулхулара ача-пăча валли ирттернĕ пулăмсене хутшăннă. Унсăр пуçне Наци музейĕнче кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕччен Хĕл Мучин лаççинче Çĕнĕ çула халалласа мастер-классем иртеççĕ. Патшалăх тата муниципалитетсенчи вулавăшсенче кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Раштав вулавĕсем тытăннă, вĕсем кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пырĕç. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников Чăваш Ен кăрлачăн 1 – 12-мĕшĕсенче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче хутшăнни пирки асăннă. Вунă кунлăхăн тĕп тĕллевĕ – республикăра пурăнакансене активлă канăва тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси. Асăннă кунсенче 4 пине яхăн спорт сооруженийĕсем ĕçленĕ, вĕсенче 400 патнелле мероприяти йĕркелесе ирттернине каланă.  Чăваш Республикин Спорт министерстви кăрлачăн 5-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ спорт кунĕ тесе йышăннă. Асăннă акцире 150 пинрен те ытларах спорта тата сывă пурнăç йĕркине  кăмăл тăвакансем хутшăннă. Пĕтĕмпе Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх кунĕсенче республикăра пурăнакан 334 пин хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ спорта çӳреме пур çулсенчи çынна та явăçтарма кирлине палăртса хăварнă.  «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыни – малалла эффективлăрах ăнтăлма шанăç парать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Пуçлăх çавăн пекех тĕнче шайĕнче паллă спортсменсемпе пĕрле спорта тухни, вĕсене курни тата та ытларах спорта юратма, ăна анлăрах сарма ирĕк панине асăннă. Çĕнĕ çул уявĕсенче çăлав службисем питĕ вăйлă ĕçленине палăртнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертӳçи  Вениамин Петров  уявсенче çулсеренех пушар тата вĕсенче çынсен пурнăçĕ татăлни куç кĕретех ӳснине палăртнă. Пурĕ 55 пушар тухнă тĕслĕхе палăртнă, вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă,  5-шĕ ӳсĕрле пирус туртнипе çыхăннă. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансенсен культура шайĕ çулсеренех лайăхланса пынине асăннă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан прово йĕркине пăснă тĕслĕхсен хисепĕ 30 процента çити чакнă. Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова укçа-тенкĕпе çыхăнн ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсене Раççей Пичечĕн кунĕ ячĕпе саламланă, вӗсен професси ӑсталӑхне, пысӑк яваплӑхне тата ырми-канми ӗҫченлӗхне пула Чӑваш Енре пурӑнакансем нумай усӑллӑ хыпарпа çĕнĕ йышши технологисен витĕмне кура, МИХ паллашнине каланă. Полиграфи отраслӗн ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, чи лайӑххине, малашлӑха шанчӑклӑн  пӑхма, телей тата ырлӑх суннă.



13 января 2014
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter