Элĕк районĕ: район архивĕ палăртнă ĕçе туллин пурнăçласа пычĕ

Иртнĕ 2013 çулта Элĕк район архивĕ палăртнă ĕçе туллин пурнăçласа пычĕ. Патшалăх управне 659 единица документ йышăнтăмăр. Вĕсенчен 222-шĕ тĕрлĕ организацисемпе предприятисенчен пулсан,  437-шĕ – уйрăм çынсен. Чăваш Республикин культура министерствине 772 единица управ докуменчĕсен 12 описьне çирĕплетме ярса панă. Организацисенче ĕçсен çичĕ номенклатурине тĕрĕслесе çирĕплетнĕ, документсене упрамалли вăхăт иртнĕрен 4 акт çырса хатĕрленĕ. Чÿк-раштав уйăхĕсенче район администрацийĕн ĕçченĕсемпе архив докуменчĕсене мĕнле хатĕрленине палăртас тĕллевпе 8 организацире тĕрĕслев ирттернĕ. Иртнĕ 2013 çулта 1031 çын архива тĕрлĕ ыйтупа пынă. 1020 çынна тивĕçлĕ хурав панă.



13 января 2014
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter