Муркаш районĕ: хĕллехи каникулсем ахаль иртмерĕç

  Çĕнĕ çул уявĕсемпе пĕрлех ачасен хĕллехи каникулсем пуçланчĕ. Çак вăхăта кашни ача хăйне килĕшнĕ пек ирттерме тăрăшать: пĕрисем компьютер, е телевизор умĕнче, теприсем стадионта е басейнра. Оринин ял тăрăхне кĕрекен Мулкачкасси çамрăкĕсем вара ку хĕллехи кунсенче килте ахаль ларас темерĕç. Кулленхи ĕçсенчен пушансан, ахальте спортпа туслă пулнăран-и тен, лаша çунипе сăртран ярăнчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Урамри ача-пăча шавĕ кунĕпех хаваслăн янрарĕ. Вĕсем тăрăшнипех Мулкачкасси клуб-библиотека умĕнчи лапам çак кунсенче юртан ăсталанă илемлĕ юр кĕлеткепе пуянланчĕ.

Илемлĕ юр кĕлеткене ăсталанă çĕрте уйрăмах Николай Кузнецов, Анатолий Лепешкин, Алексей Лепешкин хастар пулчĕç.



13 января 2014
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter