Виççĕн палăрнă

Пултаруллă та тавçăруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе иртнĕ çулта Чăваш наци радиовĕ конкурссемпе викторинăсем нумай ирттернĕ. Вĕсене пирĕн районти шкул ачисем те хаваспах хутшăннă, виççĕшĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Елена Петухова (Элĕк) кайăксене, уйрăмах уйăпсене хытă юратать, «Кайăксем – пирĕн туссем» конкурсра çĕнтернĕ. Ангелина Никифорова (Мăн Вылă) «Ман асатте – çĕнтерÿçĕ салтак» конкурса Аслă вăрçă ветеранĕ, хăйĕн 91 çулхи аслашшĕ Поликарп Никифорович Никифоров çинчен пуян материал тăратнă, малти вырăна тухнă. Леонид Егоров (Кăраклав) кĕнекепе туслă, халĕ сайра тĕл пулакан чăваш сăмахĕсене лайăх пĕлнĕрен «Çĕр пин сăмах çĕр-шывĕнче» викторинăра пĕрремĕш пулнă.

Çĕнтерÿçĕсене Шупашкара Радио çуртне чĕнсе илсе чысланă.



13 января 2014
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter