Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ӗҫченӗсене професси уявĕпе саламланă

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Прокуратурине йĕркелесе янăранпа 292 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă, прокуратура ĕçченĕсене эффективлă ĕçлесе пынишĕн чĕререн тав тунă. Юлашки çулсенче прокуратура тĕрĕслевĕсене хăй вăхăтĕнче кирлĕ пек йĕркелесе ирттернĕшĕн, ĕç укçисен парăмĕн тата çурт-йĕрпе пая кĕрсе улталанса юлнă çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама май килнине асăннă. Прокуратура ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе тӳсӗмлӗхне, прин­цип­­лӑхне тата тивӗҫе парӑннине пула Чӑваш Республикинче саккун­сене пӑ­хӑн­­­нине асӑрхаса тӑрасси тухӑҫлӑн пурнӑҫланнине, об­ществӑри ҫи­рӗп­лӗх вӑйланнине тата  унӑн право культурин шайӗ ӳснине, коррупципе тата терроризма, экстремиза  хирĕç кĕрешес ĕç те пысăк шайра пурнăçланнине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Паянхи кун прокуратурăра ĕçлекенсене уйрăм çитĕнӳсем туса пынишĕн тĕрлĕ наградăсемпе Тав çырăвĕсене парса хвавхалантарнă. Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ юисчĕ ята Алексеев Виталий Ивановича – Чăваш Республикин прокуратуринче Прокурорăн аслă пулăшуçи пулса вăй хурать тата çавăн пекех  Чурбанова Елена Александровна Шупашкар хулин Калинский районĕн прокурорĕн çумĕ пулса ĕçлет – вĕсем тивĕçнĕ. Сумлă ĕçченсем хушшинче Тав çырăвне Вăрнар районĕн прокурорĕн çумне - Дмитриева Елена Николаевнăна тата Чăваш Республикин прокуратуринче ĕçлекен Иванова Ирина Георгиевнăна,  аслă специалист пулса Хĕрлĕ Чутайра прокуратурăра ĕçлекен Васильева Зоя Николаевнăна, Чăваш Республикин прокуратуринче ĕçлесе пенсие тухнă,  Крылова Фаина Зиновьевнăна парса хисеп тунă.  Асăннă ĕçченсене тата Чăваш Республикин прокурорне Владимир Метелина республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх символикĕллĕ сехете парса чысланă. Унсăр пуçне Михаил Игнатьев прокуратура органĕсенче ĕçлесе хисепе тухнă ветерана Иван Григорьевич Григорьева, вăл шăпах паян 90 çул тултарнă, асăнмаллăх Патшалăх символикĕллĕ сехете парса хавхалантарнă. Торжествăлла пулăмра Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем, право йĕрхине пăхса тăракан органсенче вăй хуракан пуçлăхсем тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Пухăннă сумлă хăнасем пур те прокуратура органĕнче ĕçлекенсене ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ыр­­лӑх суннă. Республикăн прокурорĕ Владимир Метелин ĕçчешсене пурне те пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленишĕн тав тунă. Конкурсра çĕнсе илнĕ чи сумлă та лайăх ăста прокуратура ĕçченĕсене наградăсем парса хавхалантарнă. Наградăсене илнисем хушшинче, республикăра массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене те ырă сăмаха тата  наградăсене тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех

 



14 января 2014
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter