Республикăн агропромышленноç комплексĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, агропромышленноç комплексĕнче тимлекен ертӳçĕсемпе, ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакан организацисен ертӳçисемпе агропромышленноçа малашне аталантассин ыйтăвне тишкерсе тухнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче, ял хуçалăхне аталантарма патшалăх пысăк пулăшу панине асăннă. 2013 çулта пĕтĕмпе агропромышленноç комплексне 2,45 млрд. тенкĕллĕх пулăшу кӳнĕ, çак кăтарту 2012 çулхипе пăхсан 19 процент чухлĕ ытларах ӳснĕ. Раççейĕпе илсен, Чăваш Ен ял çыннисем патне патшалăх пулăшăвне вăхăтра илсе çитерессипе, чи лайăххисем шутне кĕнĕ. Республика Пуçлăхĕ аш-какай, сĕт-çу паракан выльăхсемпе ĕçлени  ытларах куллен тупăш илсе килнине палăртнă. Çулталăкĕпех пĕр-пек тан, çулталăк вăхăтне пăхмасăрах,  лайăх кăтарту парать.  Выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕрен хута ярса тата пуррисене модернизацилесе, реконструкци ĕçĕсене вăхăтра йĕркелесе ирттерсе, агробизнесра ку енĕпе аталанса пыма сĕннĕ. Пĕр вăхăтрах, сĕт-çăва тирпейлесе, ăна республика тулашне ăсатаса вырнаçтарас ыйтупа та витĕмлĕ ĕçлесе пымаллине манмалла мар. «Сĕт-çу тирпейлессипе ытларах предпринимательсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Палăртнă ыйтупа курăмлă ĕçлесен – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем  эффективлă ĕçлесе пынине палăртма пулать. Енчен те виççĕ е пиллĕк çул хушшинче ял хуçалăх витĕмлĕ района пĕр пысăк инвестор та ĕçлеме килмесен, вырăнти пуçлăх хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламаннине палăртать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕпе  Чăваш Республикин 2013 çул агропромышленноç комплексĕн малтанласа тунă ĕç кăтартăвĕсемпе тата 2014 çул валли йышăннă ĕç планĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарнă. АПК аталантарас  приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн  пурĕ - проект пурнăçа кĕме тытăннăранпа, выльăхсен 177 фермисене  çĕнетнĕ тата реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вĕсенчен 2013 çулта – 23 объект хатĕрленĕ. Чи пысăк ĕçсене Шупашкарпа Патăрьел районĕсенче йĕркеленĕ. Вĕсем: («Прогресс», «Агрохолдинг «Юрма», «Птицефабрика «Акашевская» - пĕрлешӳсем. Вылăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тĕслĕх вырăнне Ельчĕк районне илсе кăтартнă. Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин  Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи  управленийĕн ертӳçи  Надежда Луговская ытти регионсенчен пирĕн пата килнĕ таварсен пахалăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев халăх патне кирлĕ хыпара вăхăтра илсе çитермелли пирки чарăнса тăнă. Таварсемпе çыхăннă кăлтăксем çинчен туянкансен пĕтĕмпех пĕлсе тăмалла.  Халăхăн, тавар пахалăх енчен тивĕçтермесен, хыпара  ятарлă службăна илсе çитерме  ирĕк пур. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина муниципалитетсенче усă курман çĕр лаптăкĕсене регистрацилес ĕç çинчен чарăнса тăнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсемпе 2013 çулта мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартна. Пĕлтĕр вĕсене унчченхи çулсенчен ытларах регистрациленĕ, урăхла каласан - чăн хуçисем тупăннă.  Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче те палăртнине асăнса хăварнă. Палăртнă ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе ирттерсен, çĕрсемпе усă курассинче  эффективлă хуçасене конкурсем урлă тупса палăртма май килнине каланă. Тĕл пулура Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Каçал ен районĕнчи «Урожай» колхозăн ертӳçи Алексей Ершов,  Элĕк районĕнчи хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - «АККОНД» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн ертӳçи  Валерий Иванов, «Вурнарский завод СОМ» генеральнăй директорĕ Федор Волков тухса калаçнă.  Ыйтусем хушшинче: çуркуннехи ĕçсене хатĕрленесси, усă курман çĕрсене ĕçлеттерсе ярасси, пахалăхлă вăрлăхсене туянасси, пурлăхпа техника базине çĕнетесси тата ытти те.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов патшалăх паракан пулăшусемпе кирлĕ пек туллин усă курмаллине палăртнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев палăртнă тĕллевсене пурнăçласа, 2014 çулта ĕç кăтартăвĕсене тата та лайăхрах кăтартма кирлине каланă. «Çуркуннехи ĕçсене йĕркелесе ирттерме çирĕп хатĕрленмелле. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Ун чухне тин тухăç лайăх пулĕ. Хуçалăхсенче эффективлă ĕçлесе пыракан хуçасем пулмалла», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Ял хуçалăх ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хисеплĕ ята   Шупашкарти «Торговое предприятие «Сувар-2» пĕрлешӳре вăй хуракан механизатор Ксенофонтов Владислав Петрович, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята Иванова Елена Ивановна – Шупашкар районĕнче «Атлашевский» кооперативра ĕне сăвакан тивĕçнĕ. Чваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата Чăваш Енĕн патшалăх символикиллĕ сехете Лампасов Владимир Александровича Патăрьел районĕнче «Агрофирма Исток» пĕрлешӳре тракторист пулса ĕçлекен паттăра парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



15 января 2014
18:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter