Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 2013 çулăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме хатĕрленеççĕ

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Респукбликин ГКЧС председателĕн çумĕ Олег Павлов ăнсăртран инкек сиксе тухассинчен хатĕрленсе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Олег Павлов пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта республикăра 8 хутчен черезвычайлă лару-тăру сиксе тухнă тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 2 тĕслĕхĕ техногенлă характерлĕ, 6-шĕ çутçанталăкпа çыхăннă, пĕтĕмпе пурлăх çак инкексенче 1,1 млрд тенкĕллĕх  сиенленнĕ. Ытларах газ айăпĕпе пулнă тăкаксен хисепĕ тарăннăн шухăшлаттарать. Сăлтавĕсем: газ колонкисем юсавсăр пулнине кура тата вĕсемпе кирлĕ пек пĕлсе усă курманни. Çак сăлтавсене пула, çынсем ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнин тĕслĕхĕсем пăшăрхантараççĕ. Тата тепĕр инкек, çулсеренех шывра хăть çулла е хĕлле сарăмсăр путса вилекенсен хисепĕ пурри канăçсĕрлетет. Çак кăтартусене пăхса тухнă май, районсепе хула  администрацийĕсен пуçлăхĕсене вырăнта ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессине вăйлатма сĕннĕ. Паянхи канашлура Чăваш Енри хуласемпе районсен администрацийĕсен 2013 çулăн социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕне пăхса тухмаллин ĕç йĕркин графикĕ çинчен те сӳтсе явнă. Палăртнă пĕтĕмлетӳ ĕç кăтартăвĕсене Пĕрлĕхлĕ информаци ушкăнĕсен ертӳçисемпе пĕрле пăхса тухмаллине палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Ку асăннă ĕçсене анлăрах общественноçа явăçтарма кирлине те палăртнă. «Районсене тухăпăр, вырăнтах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явăпăр. Хăвăр, халăх умĕнче, пурнăçланă ĕçĕрсем çинчен тухса калаçма хатĕрленĕр, унсăр пуçне кăçалхи çул валли лартнă тĕллевсемпе плансем çинчен тĕплĕн каласа хăварма палăртăр», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисене. Тĕплĕнрех



15 января 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter