Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтернĕ

Нумаях пулмасть Элĕк  район администрацийĕнче тăлăх ачасене хваттер уççисем панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина Хирлеппуçĕнчи Наталия Викторована, Урмайри Елена Сидорована тата Элĕкри Кристина Соколована телей, ăнăçу тата çирĕп сывлăх суннă. Хваттерсене тивĕçнисем кил-çурт ыйтăвне татса пама пулăшнăшăн республика тата район ертÿçисене тав тунă. Кил-çуртсăр, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, усрав çемьесенче пурăнакан ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен пĕлтĕр района 2524,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Иртнĕ çул Элĕк ял тăрăхĕнчи 3 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех тепĕр тăлăха пурăнмалли çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса панă.



15 января 2014
12:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter