Пичет кунне кăрлачăн 18-мĕшĕнче уявлатпăр

Чăваш Республикин журналисчĕсем 2014 çулта Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăваççĕ.

Çак кунхине савăнăçлă уяв тата курав иртĕç /9 сехетре пуçланать/, унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсем тата карас çыхăнăвĕн операторĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартĕç, вĕсем çинчен каласа парĕç. 11 сехетре уяв концерчĕ пуçланать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, отрасль ветеранĕсене професси уявĕпе республика ертÿлĕхĕ, отрасльсенчи организацисен ертÿçисем саламлĕç.

Чăваш журналистики «Хыпар» хаçата йĕркеленĕ кунран пуçланса кайнă. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче пичетленнĕ. Хаçат никĕслевçи, редакторĕ - паллă ăсчах-педагог тата общество ĕçченĕ Николай Никольский. «Хыпар» хаçатра наци культурине тата общество шухăш-кăмăлне аталантарас, чăваш халăхне çĕр-шывăн политика пурнăçне явăçтарас ыйтусене анлăн çутатнă. Паян «Хыпар» хаçатăн архивсенчи тĕркисем - революцичченхи чăваш халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ, историпе, этнографипе, тавра пĕлÿ енĕпе тĕпчевсем ирттермелли паха çăл куç.

2013 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕ» çумне «Атăл-Волга» Издательство çурчĕ» автономи учрежденипе «Тантăш» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденине пĕрлештерчĕç. Çакă рынок ыйтнисене пĕлсе тăма, конкуренцие хутшăнма пултаракан паха продукци кăларма, пурлăхпа тивĕçлипе усă курма, редакцисен штачĕсене пĕчĕклетме, бюджет тăкакĕсене чакарассине тивĕçтерме май парать.

«Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсен тиражĕсем 2013 çул шайĕнчен ÿснине палăртма питех те кăмăллă.

А.Васильева



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter