Чăваш Республикинче йĕркеленĕ çын, ача прависемпе ĕçлекен, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсен институчĕсем эффективлă ĕçлесе пыраççĕ

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ача, çынсен тата предпринимательсен  прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре асăннă уполномоченнăйсене йĕркелесе янăранпа курăмлăнах ĕçлесе пыни куç кĕретех тесе палăртнă. Ытларах чухне вĕсем патне тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем ыйтăва татса памасан, тӳрех чупса пынине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Чăваш Республикинчи уполномоченнăйсене районсемпе хула администрацийĕсенче 2013 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетӳ тунине халалласа ирттернĕ ĕçлĕ мероприятисене хутшăнма сĕнсе хăварнă. Çын прависемпе патшалăх интересĕсене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин 2013 çулта, вĕсем патне тăратнă ыйтусенчен 80 проценчĕ федерацин территори органĕсен тата ĕç тăвакан влаç органĕсенче  çынсен прависене пăснă тĕслĕхсем пулнине асăннă. Жалобăсем хушшинче ытларах право йĕркине пăхса тăракан тытăма сивлесе çырнине каланă. Социаллă тытăмри ыйтусене илсен, чи кăткăс ыйту - хваттерсемпе çыхăннисем. Асăннă институт анлăн пĕтĕмлетӳ тунă ĕç кăтартăвне кăçалхи çул ака уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Патшалăх Канашне тăратма палăртса хунă. Чăваш Енри  Ача прависемпе патшалăх интересĕсене хӳтĕлекен уполномоченнăй  Вячеслав Рафинов, ачасене хваттерсемпе тивĕçтермелли ыйтусемпе ытларах вĕсем патне килнине палăртнă. Унсăр пуçне социаллă майпа пулăшу кӳнин ыйтăвĕ те пыракансене канăçсĕрлетнине каланă.  Жалобăсем çине пур чухне те кирлĕ пек хурав панине асăннă. Ачасемпе çыхăннă программăсене республикăра лайăх пурнăçланине палăртса хăварнă, тăлăха юлнă ачасене хваттерпе тивĕçтерес ĕç туллин пурнăçланни савăнтарать, - тенĕ. 2011 çулта уйăрнă укçа-тенкĕпе 337 тăлăха,  2012 çулта  - 242 ачана хваттерпе тивĕçтернĕ. 2013 çулта  - 455 ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачана хваттер парса хавхалантарĕç.  Вячеслав Рафинов хăйĕн сăмахĕнче, тăлăх ачасене валли тăвакан çуртсене ытларах çав ял тăрăхĕсенче лартмалла, ăçта вĕсем вырăнтах ĕçе вырнаçма пултараççĕ, - тенĕ. Вăл тăлăха юлнă ачасен хисепĕ пĕчĕк пулнине каланă. Асăннă кăтарту ашшĕ-амăшĕсемсĕр юлакан ачасем сахал пулни – çемьесенче ăнланупа килĕшӳ хуçаланнине палăртать. 2013 çулта - 432, 2012 çулта – 557 тăлăх ачана шута илнĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче ача çурчĕсенче çитĕнекенсен хисепĕ те курăмлăнах чакса пырать. 2012 çулта 44 ачана çемьене усрава илнĕ, вĕсенчен 19-шне ют çĕршыв гражданĕсем хăйсем патне усрава илнĕ. 2013 çул кăтартăвĕ: 43 ачана усрава илнĕ, вĕсенчен 3-шне çеç ют çĕршыври çемьесене ăсатнă.  Ачасене хамăр тăрăхра, Раççейре пурăнакан çемьесем усрава илни - пурне те савăнтарать. Предпринимательсен прависемпе патшалăх интересĕсене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Владимир Иванов  хăйĕн сăмахĕнче паянхи кун предпринимательсене ытларах çĕрсемпе çыхăннă ыйтусем канăçсĕрлетнине каланă. Çĕрсене арендăна илес ыйту çав-çавах çивĕч тăрать.  Енчен те çĕрсене арендăна илнĕ вăхăчĕ вĕçленсе пырать пулсан, анчах та предпринимательсем çав палăртнă вăхăтра, объектсене çĕклесе лартма ĕлкĕреймесен, вĕсен çĕре каялла хуçасене тавăрса пама тивет.  Унсăр пуçне 2000-мĕш çулсенче нумай предпринимательсем çĕрсене тĕрлĕ право йĕркине пăхăнса хăйсем çине куçарнă, вĕсемпе усă курнă, анчах та ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе хăварман, халĕ вара уйрăм ыйтусемпе хăш-пĕр кăлтăксем сиксе тухаççĕ, вăхăтра ĕçе йĕркене кĕртмен пирки паян вĕсем тăкак тӳсеççĕ. Михаил Игнатьев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçре çирĕп йĕрке хуçаланмаллине палăртнă, коррупципе хирĕç кĕрешнĕ май, кашни тĕслĕхе тĕплĕн тишкермеллине, тĕрĕс йышăнусем туса хăвармаллине палăртнă.

 Тĕплĕнрех

 



16 января 2014
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter