Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви 2013 çул ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетнин канашлăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин Коллегийĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Канашлура 2013 çул ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ, 2014 çул валли йышăннă  тĕллевсене сӳтсе явнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов тĕплĕ паллаштарнă. Хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи çул ытларах преступленисем тунă тĕслĕхсем шутĕнче автотранспортпа, пăшал вăрлассипе тата обществăлла вырăнсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса уçса парас ĕç аван пурнăçланнине палăртнă. Профилактика ĕçне кирлĕ пек вăхăтра йĕркелесе ирттернине кура, йывăр преступленисем тунă тĕслĕхсен хисепĕ пĕчĕк пулни кăмăллă. Ыйтусем хушшинче çав-çавах çирĕп контрольте, кулленхи кунра - экстремистла ĕçсем тăвассинчен сыхланасси. Сергей Семенов ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе ирттернине кура, халăх вĕсене ытларах  та ытларах шанни çинчен пĕлтернĕ. Обществăлла шухăшлавăн тĕпчев Фондчĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче харпăр хăй пурлăхне вăрă-хурахран упрасса хăварассипе çыхăннă ыйтупа ыйтса пĕлнĕ çынсенчен  55 проценчĕ нимĕн иккеленменнине палăртнă. Вĕсем хăйсен пурлăхĕшĕн пăшăрханманнине, яланах вĕсем сыхă пулни çинчен хăйсен шухăшне палăртнă. Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула, республика территорийӗнче преступлени тӑвассин шайӗ чакни савăнтарать.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче халăхсем хушшинче ӳсĕрле е наркăмăшпа алхасса инкек тунă тĕслĕхсем пулни пăшăрхантарнине палăртнă. Ыйтăва татса парас тесен профилактика ĕçне çивĕч йĕркелесе ирттермеллине асăннă. Çитĕнекен çамрăк ăрăва спорта, сывă пурнăç йăркине пăхăнса пыма вĕрентсе пымалла. Республикăра спортпа туслашма пур услови те çителĕклĕ таран. Преступлени тăвассинчен асăрханас тесе пĕтĕм майсемпе усă курма тăрăшмалла.  «Обществăлла сыхлава тытса пырас ĕç республикăри, çĕр-шыври тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче ĕçлекенсен - чи пирвайхи тĕллевĕ. Чăваш Енре социаллă политика тăнăçлăхĕ сыхланса упранса пырать. Эсир, чăннипех те тивĕçлипех ĕçлесе пыратăр. Пĕлтĕрхи çул 11 уйăхри  официаллă кăтарту тăрăх,  Раççейри регионсем хушшинче Чăваш Енри ШĔМ   8-мĕш хисеплĕ вырăна йышăннă. Малашне те пирĕн витĕмлĕ ĕçлесе пымалла, кăтартăва каялла чакарма юрамасть», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Обшествӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӑнӑҫлӑхӗ, ӑна преступла тапӑнуран хӳтӗлес лару-тӑру, ҫынсем малашлӑхалла шан­чӑклӑн пӑхни ытларах чухне полицин лайӑх ӗҫӗнчен килет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин пӗтӗм йышӗ  саккунлӑха тата обществӑри йӗркелӗхе, граждансен прависемпе ирӗк­лӗ­хӗсене хӳтӗлес ӗҫре хӑйсен служба тивӗҫне малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шаннине палăртнă. Вăрнар районăнчи тата Каçал ен районĕсенчи Шалти ĕçсен пайĕсене Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Тӗплӗнрех



17 января 2014
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter