Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ редакторсем, журналистсем, хаçат-журнал,

кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп!

Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулнă. Хальхи ĕмĕрте, информатизаци çыннăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферине питĕ пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă тапхăрта, массăллă информаци хатĕрĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет.

Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсем – влаç уççăнлăхне ÿстересси, республикăра пурăнакансене пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки калакан тулли те тĕрĕс информаципе вăхăтра тата васкавлăн тивĕçтересси.

2013 çулта республика конкурсĕ иртнĕ, ăна пула Чăваш Ен медиауçлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ 41 проектпа пуянланнă. Патшалăхăн тата патшалăхăн мар массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерĕшлĕ те çивĕч темăсемпе – сывă пурнăç йĕркине, толерантлă ăс-тăна, çемье, амăшлăхпа ачалăх пахалăхĕсене йĕркелессипе, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен пултарулăхне тата нацисен хутшăнăвне аталантарассипе, патриотлăх, чунлăх тата кăмăл-сипет пропагандипе – çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнтерÿçĕ-проектсем республика бюджетĕнчен 11 млн тенке яхăн грант пулăшăвĕ илнĕ. 

Медиахолдинг туса хунă, унăн тытăмне чăвашла тухакан чи лайăх хаçатсемпе журналсем кĕнĕ, çакă информаципе тивĕçтерессин пахалăхлă çĕнĕ шайне куçма май пачĕ. Республикăри муниципалитетсенче учреждени сечĕсен оптимизацийĕ иртнĕ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хăварать, мĕншĕн тесен ялти вулакансем валли хаçат – информацин тĕп çăл куçĕсенчен пĕри.

Кăçал та пире пĕрлехи вăйпа хамăрăн регионти массăллă информаци хатĕрĕсене аталантармашкăн тата пулăшмашкăн тата нумайрах ĕç тума, республикăн медиауçлăхне çĕнĕ варкăш кĕртме май килессе шансах тăратăп.

Пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен ырлăхĕшĕн хавхаланса ĕçленĕшĕн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, пултарулăхра – ăнăçу, телейпе ырăлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                 М.ИГНАТЬЕВ.

 



18 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter