Элĕк районĕ: Татмăшсем çветке çÿреççĕ

 

Пирĕн мăн асаттесемех раштав хыççăн кăшарниччен килсенче пухăнса юмăç янă, ял тăрăх çветке çÿренĕ. Çак йăла-йĕрке Татмăш ялĕнче халĕ те пур. Кĕрĕк тавăрса тăхăнса, тĕрлĕ сăнар калăпласа çветкесем ял урамĕсемпе кил тăрăх çÿресе çынсене усал-тĕселрен тасатаççĕ.

Çветке çÿрекенсем этем чĕлхине маннă тейĕн – хăрушла кăшкăраççĕ, хăйсене тискер кайăкла тыткалаççĕ. Татмăшсем ялта кăшарниччен çакнашкал çветке çÿренине тахçанах хăнăхнă. Чĕнмен хăнасем никамран ыйтмасăрах килсене кĕрсе çÿресси те йăлара. Сурхури 12 куна пырать. Усал-тĕсел çыпăçасран, ял çыннисем палласран сăнарсем ятарласа кĕрĕк тавăрса тăхăнаççĕ, пичĕсене хуплаççĕ. Вĕсем никама та усал тумаççĕ. Каччăсем çветкере пулнă вăхăтра хĕрсем пĕр çуртра пухăнаççĕ. Кунта вĕсем ĕлĕкхилле юрă шăрантараççĕ, ал ĕç тăваççĕ. Хăйсен шăпине пĕлес текенсен Ильинсем патĕнче пухăнаççĕ. Кунта вĕсем 1902 çулта кăларнă «Раклĕ» кĕнекипе усă курса юмăç яраççĕ. «Раклĕ» кĕнекине Ильинсем çулталăкра пĕрре çеç алла тытаççĕ. Хаклă парне ватă кукашшĕнчен юлнă. Татмăшсем сурхури эрнине çапла ирттерсе кăшарнире шыва кĕрсе тасалаççĕ.



18 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter