Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çавра сĕтел хушшинче республикăри пуçаруллă та пысăк тавра курăмлă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă

 Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çавра сĕтел хушшинче республикăри пуçаруллă та пысăк тавра курăмлă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă. Палăртнă мероприятие Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хутшăннă. Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пынине асăннă. Пӗлӳ учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫине уй­рӑмах тимлӗн пӑхнине палăртнă. Хӑйӗн кун-ҫулне общество пурнӑҫӗпе е патшалӑх службипе ҫыхӑнтарас шутлисем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫу­мӗн­че Ҫамрӑксен кадр резервне туса хунине каланă. Талантлӑ яшсемпе хӗрсене хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫам­­рӑксен патшалӑх премийӗсене панине асăннă, пултарулӑхӗпе уйрӑмах па­лӑрса тӑ­ракан ҫамрӑк­семпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене илсе тӑнине уйрăммăн палăртса хăварнă, ҫамрӑксен инновациллӗ тата ва­ри­ативлӑ программисем валли грантсем уйӑрнине асăннă. Стипендие тивĕçнисем, çавра сĕтеле хутшăннисем, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, вĕсен пуçаруллă проекчĕсене пурнăçа кĕртме ирĕк панишĕн  тав тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи çитес вăхăтрах Чăваш Енре çамрăксен правительстви пуçарма Пуçлăхăн Указĕ тухасси пирки пĕлтернĕ.  Çак ĕçе йĕркелесе ярсан, республикăн социаллă экономика аталанăвне витĕм кӳме çамрăксене тата та меллĕ пулассине каланă. Республика Пуçлăхĕ çирĕм стипендиата свидетельствăсем парса хавхалантарнă. Вĕсем хушшинче 70 процента яхăн вĕренекен пуçаруллă çамрăксем, промышленноç тытăмĕнче, ял хуçалăхĕнче, вĕренӳпе культурăра вăй хуракансем – 22 процента яхăн пулнине асăннă. Обществăлла тытăмра тимлекенсем – 8 процент пулнине каланă. Çак стипенди ята пама 2004 çулта йĕркелесе хăварнă пулнă. Вĕсене çулталăк тăршшĕпех 1830 тенкĕ парса хавхалантарнă. Çулленех республика бюджетне ку тĕллевпе 22 млн. тенкĕ пăхса хăвараççĕ. 2004-2015 çулсем хушшинче пурĕ çакăн пек ырлăха 12 пине яхăн стипендиат илме тивĕçлĕ пулнă.

 



19 января 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter