2014 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсем ылмашăнмаççĕ

Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан канашлăва ирттернĕ. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр  инспекцийĕн ернтӳçи Иван Никиин 2013 çулта управляющий компанисем коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтернин хакĕсен ылмашăвĕсен мониторинг кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Иртнĕ çулта инспекцине пурĕ çынсем  5 пине яхăн ыйтса çырнисене шута илнĕ. Вĕсенчен 30 проценчĕ пурăнмалли çурт-йĕрсемшĕн коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерессин хакĕсемпе çыхăннă, çавна кура та 600 яхăн управляющий компанисене асăннă ыйтупа тухса тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх,  республикăра 47200 пурăнакана  пурĕ 2 млн. 650 пин тенкĕллĕх çĕнĕрен шутласа хаксене тӳрлетсе панă. «УК «Текстильщик» пĕрлешӳпе «Вертикаль» тата «Камал» пĕрлешĕве, виççĕшне пурĕ  250 пин тенкĕллĕх  административлă майпа тӳлеттерме йышăнса хăварнă. Чăваш Енри тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова çӳлерех асăннă ыйтусемпе 367 адреспа çитсе тухса тĕрĕсление палăртнă, уйăхсерен вĕсен квитанцийĕсене çирĕп йĕркепе пăхса тухнине каланă. Республикăри 84 управляющий компанине коммуналлă пулăшусем кӳнишĕн хаксен кăтартăвне кулленех тĕрĕслесе пынине асăннă.   2013 çулта пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшусемпе усă курнишĕн хаксем улшăнманнине, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительстви кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе усă курса ылмашусем пулнине палăртнă. 2014 çулта пĕрремĕш çур çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тарифсен хакĕ ылмашăнмасть. Чăваш Ен Пуçлăхĕ управляющий компанийĕсен ертӳçисен кашнин яваплăха туйса ĕçлеме кирлине çирĕппĕн пĕлтернĕ. Асăннă тытăра пĕтĕмпех йĕрке туса çитересси – влаç вăй-хурса çеç ĕçлени çителĕксĕр пулнине каланă, тепре чухне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен те ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе, тăтăшах кăсăкланмаллине палăртнă.  Çапах та çулталăкри пĕтĕмлетӳсене нумай хваттерлĕ çуртсенче ячĕшĕн çеç йĕркелесе ирттерни куç кĕретех. Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Степанов  2013 çулта регионсенчи вĕçев транспортне аталантарас «пилотлă» проекта пурнăçланин ĕçĕсем çинчен чарăнса тăнă, 2014 çул валли йышăннă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. Пĕлтĕр вĕçеве икĕ маршутпа йĕркеленĕ: Шупрашкар – Уфа – Шупашкар тата Шупашкар – Самара – Шупашкар. Пĕрремĕш маршутпа вĕçеве 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче тухнă. Пурĕ çулталăкĕпе 54 рейс йĕркелесе 167 пассажира турттарнă. Иккĕмĕш маршутпа: Шупашкар – Самара – Шупашкар рейса пуçласа пĕлтĕрхи çул юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçланă пулнă. Пурĕ 66 хутчен вĕçнĕ, 137 пассажира турттарнă. Кăçалхи çул çӳлерех асăннă маршутсемпе эрнере 3 хутчен вĕçме, ĕçе пĕтĕмпех «АК БАРС АЭРО» ОАО йĕркелесе ирттерме палăртать. «Бюджетран уйăракан кирлĕ пек укçа-тенкĕ вăхăтра куçса пырать. Сирĕн тĕп тĕллев – пассажирсене явăçтарасси.  Самолетсенче çынсен хисепĕ 50 процентран кая мар  пулмалла», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă  Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



20 января 2014
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter