Чăваш Енре Культура çулталăкне хаваслă пулăмра уçрĕç

Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра Культура çулталăкне торжествăлла пулăмра уçнă мероприятие хутшăннă. Асăннă уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ чи малтанах уяв пуçланиччен курава тăратнă хатĕрсемпе паллашнă.  Торжествăлла мероприятие уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путин сăмахĕсене аса илнĕ. Хальхи вăхăтри культура политикин тĕп тĕллевĕ­сенчен пĕри вăл – çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен ӳсме, хăйĕн ăс-хакăлне аталантарма условисемпе майсем туса парасси пулнине палăртнă.  "Культура" ăнлав этемлĕх цивилизацийĕ нумай ĕмĕр хушшинче туса çитернĕ илемлĕх хаклăхĕсене кăна палăртмасть, вăл çынсен хушшинчи хутшăнусен мĕн пур сферине пырса тивнине,  дискусси культури çивĕч ыйтусене кирлĕ пек татса памалли тата тĕрĕс йышăнусем тумалли никĕс пулса тăнине, пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи конкурентлăх вара пахалăхлă сервис пулнинчен килнине, культурăна, унăн пĕлтерĕшне анлăн ăнланса, тăтăшах ӳстерсе пырасси норма пулса тăнине каланă. «Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăйĕн тымар-йăхĕсен культурине упраса хăварассишĕн, ăна ламран-лама парса хăварассишĕн тăрăшнă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Республикăна малашне те аталантарас ĕçре Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласа ирттересси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Михаил Игнатьев республикăри чи сумлă та хисеплĕ культура ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Вĕсем шутĕнче: Красноармейский районĕнчи «Заволжский» клубăн ертӳçи Михаил Дмитриев, Шупашкарти  Ф.П. Павлов ячĕллĕ  музыка училищин вĕрентекенĕ Ирина Никитина, Хĕрлĕ Чутайри  «Человек и природа им. Валерьяна Толстова-Атнарского» халăх музейĕн  директорĕ  Зоя Спиридонова, Чăваш Республикин культура министерствинче министрăн пĕрремĕш  çумĕ пулса вăй хуракан  Альбина Алексеева.   Чăваш Енре çамрăксен тата студентсен 10 представителĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулнă.  Республикăн Культура çулталăкĕн эмблемин эскизне хатĕрлес конкурс çĕнтерӳçине,  Красноармейский районĕнче информаципе культура центрĕнче вăй хуракан Александр Казакова асăнмаллăх Чăваш Ен Пуçлăхĕ парне парса хавхалантарнă.  Уява юрă-ташăсен ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ концерт номерĕсемпе кăмăла тултарнă.

 Тĕплĕнрех



20 января 2014
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter