Элĕк районĕ: хăйсен тĕпренчĕкĕсене тĕрлĕ ят параççĕ

Иртсе кайнă çулталăкра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 191 пепке çуралнине шута илнĕ (2012 çулта – 218 ача). Çут тĕнчене килнисенчен 91-шĕ – арçын ачасем, 100-шĕ – «Нарсписем».

Ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене Даниил (8), Максим (8), Артемий (5), Алексей (5), Константин (5), Александр (5) тата тепĕр 4-шарăшне Павел, Дмитрий, Андрей тесе чĕнме кăмăл тунă.

Хĕр пĕрчисенчен 9-шне Анастасия тесе чĕнеççĕ, Дарьяпа Ксения – 7-ĕн, Виктория ят 6 çемьене килĕшнĕ, Карина ятлисем – пиллĕкĕн, Марийăсем 4 килте сиксе-чупса çÿреççĕ.

Сайра тĕл пулакан ятсем: Фирдавс, Дамир, Мурат, Генрих, Эльдар, Севастьян, Тимур, Леонид, Стефания, Злата, Камелия, Серафима, Влада.



20 января 2014
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter