Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсене тӳрĕ кăмăлпа ĕçленишĕн тав тунă

Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ уяв пуçланиччен чи малтан, массăлла информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем, курава тăратнă ĕçсемпе паллашнă. Хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен пуçтарăннисем куравра каласа кăтартнă. Чăваш наци телевидени тӳрĕ эфирĕнче республика Пуçлăхĕ пичет ĕçченĕсене професси  уяв ячĕпе саламланă. Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурнăçăн пур тапхăрĕнче те пресса пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, обществăн шухăшлавне йĕркелесе пыракан пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулнине палăртнă. Чăваш Ен Правительствишĕн, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсемшĕн чи пысăк та кирлĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен  пур ĕçе вăхăтра кирлĕ пек чăн уçăмлатасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Михаил Игнатьев массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекенсене тăван республикăшăн ырми-канми юратса ĕçленĕшĕн тав тунă. Халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре пысăк витĕм кӳни те пысăк чап. «Пĕлтĕрхи çул Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнчи 82 регион хушшинче спортпа туслă чи вăйлă регион ятне, наци премине çĕнсе илнĕ, унсăр пуçне Раççейре Шупашкар тавралăха тирпей илем кӳрессипе лайăх таса хула шутне кĕнĕ, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çитĕнӳсенче сирĕн пархатарлă ĕçсем, паллă пулăмсем çинчен кирлĕ пек вăхăтра çутатса пани, пĕтĕмпех çакна çирĕплетеççĕ», - тесе палăртнă Пуçлăх.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра влаç хăш-пĕр ĕçсене критикленишĕн тӳрремĕнех кăсăкланса пынине асăннă. Кăлтăксене вăхăтра пĕтерме яланах хатĕр пулнине палăртса хăварнă. «Эпир уçă калаçăва яланах хатĕр. Журналистсен ыйтăвĕсене пур чухне те хуравланă. Тавах сире, таса чунпа ĕçлесе пынишĕн», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева пухăннă ĕçчешсене уяв ячĕпе саламланă, 2013 çул массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Республикăра тухса тăракан хăш-пĕр хаçатсемпе журналсем тĕрлĕ хисеп ячĕсемпе парнесене тивĕçнĕ.  Республикăри МИХсенче тимлекенсене патшалăх премийĕсене парса чыслани те çакнах çирĕплетсе парать. Хисепе тивĕçнисем хушшинче: «Ĕç ялавĕ» хаçатра ĕçлекен Фаина Михайловăна, «Грани» хаçатăн редакторĕ Алексей Мигунов тата Чăваш наци телевиденийĕнче директор çумĕ пулса ĕçлекен  Юлия Стройкова. Культурăна аталантарас, тата телевидени ĕçĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн  Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята ГТРК «Чувашия» компанире  тимлекен Лидия Петрейкина  илнĕ.  Республикăн журналистикине аталантарс ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе Чăваш Республикин символикĕллĕ сехете Елена Гальперина тивĕçнĕ. Уявра ытти тĕрлĕ наградăсене, вĕсем хушшинче, Çемен Эльгер тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисене тивĕçекенсем те пулнă. Тĕплĕнрех

 



20 января 2014
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter