Çамрăксемпе студентсене – ятарлă стипенди

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди парса тăрасси çинчен хушăва алă пуснă. Кăçал çакăн пек стипендие вĕренÿре, бизнес проектĕнче, ăслăлăхра, пултарулăх ĕçĕнче, производствăра, управлени тытăмĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Элĕк районĕнчи 11 çамрăк тивĕçнĕ. Йĕкĕтсемпе пикесем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830-шар тенкĕ илсе тăрĕç.Акă вĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи стипендиачĕсем:

Надежда Алексеевна Антонова – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен;

Екатерина Владимировна Борзова – Элĕк ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ;

Вероника Анатольевна Димитриева – «Çемье кредичĕ» потребительсен кооперативĕн ертсе пыракан инспектор-кассирĕ;

Василий Геннадьевич Егоров – Ю.Никифоров хресчен (фермер) хуçалăхĕн механизаторĕ;

Андрей Николаевич Ефремов – Элĕк ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ;

Ирина Сергеевна Запасова – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен;

Людмила Радомировна Иванова – район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ;

Егор Витальевич Иванов – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен;

Руслан Юрьевич Львов – Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ;

Анастасия Львовна Романова – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен;

Вера Владимировна Терентьева – Чăваш Республикинчи Элĕк территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ.



20 января 2014
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter