Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă. Республика Пуçлăхĕ «Аванпром» пĕрлешĕве çитсе килнĕ. Предприяти шăвармалли пăрăхсем калăплассипе тимлет. Хальхи вăхăтра пĕрлешӳ тăватă линипе пиллĕк тĕрлĕ шлангсем хатĕрлет. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕллевĕ – бизнеса аталанма тĕрлĕ майсем тупса парасси, çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесси ыйтусем пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятийĕн ертӳçине вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассипе, патшалăх енчен пулăшусемпе усă курас тесен, конкурссене хутшăнма сĕнӳ панă. Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи  - Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Управленийĕ (патшалăх учрежденийĕ) çуртне кĕрсе курнă. Çурта тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Паян кунта ĕçлекенсем валли пур услови те çителĕклĕ таран. Вăтамран пĕр çын ыйтăвне пăхса тухма 11 минут яхăн вăхăт иртнине палăртнă специалистсем. Кунта килекенсем черетре пиллĕк минутран нумай мар кĕтсе тăраççĕ. Палăртнă кун, кунта ĕçлекенсем республика Пуçлăхне ватăсене пенси илме ĕç хучĕсене электронлă майпа хатĕрлесе парассипе паллаштарнă. 2007 çултан пуçласа Вăрмар районĕнчи Пенси фончĕн Управленийĕ  амăшĕн капиталне çирĕплетекен сертификата 1077 çынна парса тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Вăрмар тăрăхĕн Тăван ен историпе тавра пĕлӳ музейĕн ĕçĕпе те паллашнă. Асăннă музей районти тĕп вулавăш çуртĕнче вырнаçнă. Çак палăртнă культура учрежденийне 1967 çулта йĕркелесе хута янă. Унăн фондĕнче пурĕ 5,5 пин экспонат упранать. Музейра тĕрлĕ ĕç хучĕсенчен йĕркеленĕ уйрăм, сĕтел-пукансе калăплакан фабрикăн хатĕрĕсем, этнографи пайĕ, Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче çĕнтерӳ тунăранпа, иртнĕ самантсенчи, ятарлă хатĕрсенчен йĕркелесе уйрăм курав  пуçтарса тăратнă. Районти тĕп Культура центрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2013 çул ĕç кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене районти активпа тĕплĕн пăхса тухса тишкернĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ  Галина Чернова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи  - Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Константин Киргизов, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем тата ытти уйрăм палăртнă çынсем пухăннă пулнă. 2013 çул ĕç кăтартăвĕпе тата 2014 çул валли йышăннă планпа тĕплĕн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин паллаштарнă. Калаçу самантĕнче пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, районти тĕп больницăри кадрсем, информатизаци тата  эрех-сăрапа алхасассинчен профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттерес ыйтусем  те хускатнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен уйрăмах чарăннă.  Канашлура палăртнă ыйтусемпе вырăнти пуçлăхсен ытларах ĕçлемеллине палăртнă. Калăпăр, паянхи кун Вăрмар районĕнче ыйтман çĕрсене çирĕплетекен ĕç хучĕсене йĕркелес ĕç кирлĕ пек пурнăçламанни куç кĕретех.  Патшалăх Канашне янă Çырура çĕрпе çыхннă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрнине аса илтерсе хăварнă. Никам та ыйтман çĕрсене виçĕ çул хушшинче муниципалитет харпăрхăйлăхĕ çине куçарма тĕллев лартмалла. Çĕрпе пĕлсе усă куракансене çеç, пурлăха пама тăрăшмаллине палăртнă. «Çирĕм çул хушши асăннă ыйту çине тимлĕх уйăрман. Енчен те эффективлă çĕрпе усă куракансене тупса палăртмасан - йĕрке пуласси иккеленӳллĕ»,- тесе каланă Михаил Игнатьев.   Республика Пуçлăхĕ çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусемпе район курăмлăн ĕçлесе пынине асăннă. 2013 çулта районта пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен  хăтлă çурта 30 çемьене куçарнă, нумай ачаллă çемьесене  - 47 çĕр лаптăкĕсемпе, вĕсенчен 32-шĕ строительство ĕçĕсене пуçлама ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтернĕ те, хальхи вăхăтра 23-шĕ çурт-йĕр хăпартас ĕçе савăнсах тытăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта сĕт пуçтарассипе вăйлă ăмăртса ĕçленине асăннă. Сĕтĕн хакне те пĕр-пĕринчен ăмăртмалла йĕркелени куç кĕретех. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи çул республикăра строительство, медицина, вĕренӳ, спорт енĕпе уйрăм пысăк çитĕнӳсем тунине асăнса хăварнă. Раççейĕпе илсен, Чăваш Ен чи вăйлă  спортпа туслă регион ятне çĕнсе илнĕ.  «Сирĕн районăн та пуласлăхĕ пысăк, кунта ĕçлес текен çынсем сахал мар. Халăхăн кăмăл-туйăмĕ лайăх пулни те çакнах çирĕплетсе парать. Анчах та кăлтăксене çийĕнчех пĕтерсе пырса, яланах мала кайма тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă канашлăва пухăннисене. Чăваш Ен Пуçлăхĕ физкультура, воспитанипе педагогика ĕçĕнче шкулта пархатарлă ĕçлесе пынишĕн Юрий Николаева асăнмаллăх алла çыхмалли сехете тата Тав çырăвне парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче çавăн пекех, районти тĕп библиотекăра информаци уйрăмĕн ертӳçи пулса  вăй хуракан Светлана Щербакова тата Василий Шуйский - Шихабылово ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пĕр килнĕ пек чухне, Михаил Игнатьев районти пултаруллă çамрăксене, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă  стипендине илме тивĕçлĕ пулнисене, хаваслă пулăмра свидетельство парса хавхалантарнă. Асăннă кун, амăшĕн капиталне çирĕплетекен сертификата,  тивĕçнĕ çемьесене те  чысланă. Тĕплĕнрех 



22 января 2014
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter