Çамрăк амăшĕсем валли

РФ Правительстви патшалăх аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи хатĕрленÿ уйрăмĕнче 23 çул тултарман ачаллă амăшĕсене вĕрентме майсем туса парас енĕпе эксперимент ирттерет. Чăваш Ен шăпах пилотлă регионсен йышĕнче. Эксперимента Раççейри 51 аслă вĕренÿ заведенийĕ хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Республикинче çамрăк амăшĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче вĕрентĕç. Паянхи куна ППЭ хатĕрленекенсен уйрăмĕнче 15 амăшĕ куçăн пĕлÿ пухать, куçăн мар мелпе 6-ăн вĕренеççĕ.

Эксперимента çамрăк амăшĕсене аслă пĕлÿ илме майсем туса парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Хатĕрленÿ курсĕсенчи вĕренÿ — тÿлевсĕр. Амăшĕсене 6 уйăхран пуçласа 9 уйăхчен вĕрентеççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче çамрăк амăшĕсене кирлĕ информаципе паллаштарас ĕç пырать. Кăсăклантаракан ытти информаципе cdo chuvasu@bk.ru сайт çинче е (8352) 58-45-74 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. 

 "Каçал Ен"



22 января 2014
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter