Чăваш Республикин 2014-2020 çулсем валли йышăннă «Физкультурăпа спорта аталантарасси» патшалăх программине çирĕплетнĕ

 Кăрлач уйăхĕн  22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кăçалхи çулăн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкериччен, чи малтан Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура Правительство ларăвĕн ĕçне видео-трансляци йĕркелес ыйтăва хускатнине аса илнĕ. Палăртнă ытăва республикăри обществăлла организацисем тăратнă пулнă. Паян шăпах ыйтăва пурнăçа кĕртсе, Интернетра тӳрĕ эфирта ларăва итлес текенсем пăхма пултарнă. Кунашкал ыйтăва йышăнни, влаç органĕсенче тимлекенсен ĕçне тӳрремĕнех çутатса уçăмлатма  пама ирĕк панине палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енри Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ Иван Никитина патшалăх наградине парса чысланă.  Ертӳçĕ çак должноçрен 2014 çулта кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнчен тухнă. Сăмаха май, паянтан асăннă ертӳçĕ ĕçне  Олег Бирюкова шанса панă. Паянхи кунччен вăл Шупашкарти Калининский администрацийĕнче пуçлăх пулса ĕçленĕ пулнă. Республика Пуçлăхĕ ертӳçĕне çăмăлах мар ĕçре ăнăçусем суннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕнерхи кун Вăрмар районĕн 2013 çулхи  социаллă-экономика ĕçĕн кăтартăвĕсене пăхса тухнă канашлун уйрăм тапхăрĕсем çинчен чарăнса тăнă. Кунашкал ĕçе ĕнерхи кун Ельчĕк районĕнче те пăхса тухнă, 2014 çул валли ыйтусене палăртса хăварнă. «Халăхран каялла килекен ыйтусем пулни паянхи кун пĕлтерĕшлĕ. Сахал мар ыйтусем тăратаççĕ. Çынсене политикăпа кăлăхах шӳтлекенсен ыйтăвĕсем кăсăклантармаççĕ, чăнласах та асăннă территорийĕнче кăларса тăратакан йывăрлăхсем пăшăрхантараççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.    Çакнашкал канашлусем малашне пур муниципалитетсенче те ирттересси пирки каласа хăварнă. Ĕçе паллах, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисен те хутшăнмаллине асăрхаттарнă. Правительство членĕсем паянхи канашлура уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн социаллă пулăшусем парасси пирки саккун проектне те ырланă. Асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕн шайĕнче йышăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă. 2014-2020 çулсем валли Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарассин патшалăх программине йышăннă. Асăннă ĕç хутне Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегийе тĕпе хурса йышăннă.  Программăна пурнăçлама  пурĕ 6,9 млрд. тенкĕне яхăн пăхса хăварнă, вĕсенчен çуррине яхăн спорт объекчĕсене çĕнĕрен çĕклес ĕçе укçа-тенкĕне тăкаклама палăртса хăварнă. ПРограммăпа килĕшӳллĕн куллен спорта çӳрекенсен хисепне 40 процента çити çитерме палăртнă. Спортри пысăк çитĕнӳсем тăвас ыйтупа ытларах ĕçлеме кирлине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Сăмаха май, çамрăксем хушшинче пирус  туртас текенсен хисепĕ мĕн чухлĕ чакнă ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ.  Чăваш Республикинче ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертӳçи Сергей Димитриев хăйсен службин ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. 2010-2013 çулсенче республикăри граждансене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа 3 млрд 236,3 млн. тенкĕллĕх тăкакланнине асăннă. Асăннă ĕçпе тивĕçтерекен служба витĕмĕпе 179 пин çын ĕçе вырнаçнă. Ĕçсĕррисен хисепĕ курăмлăнах çулсерен чакни савăнтарать. Республика Пуçăхĕ, хăш-пĕр граждансем ĕçлемеспĕр тесе, суя ĕç хучĕсене  тăратса, служба урлă укçа-тенкĕ илес, хăйсем çав вăхăтрах тĕрлĕ пĕрлешӳсенче ĕçлесе пырса ĕç укçине официаллă майпа мар илсе пыракансене çивĕч тĕрĕслесех тăма хушса хăварнă.  Ларура çурт-йĕрсемпе çыхăннă ыйтусене те тишкерсе тухнă. Чăваш Ен республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсенче пурăнакансене валли, çамрăк çемьесене, специалистсем валли  уйăракан субсидисен йĕркине çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов асăннă программăсемпе килĕшӳллĕн, палăртнă категорири çынсем çурт-йĕр хакĕнчен 70 проценте çурт-йĕр çавăрма социаллă пулăшăва илме пултарнине каланă.Паянхи канашлура пурăнма чи пĕчĕк укçа виçи, чукун çул транспорчĕсемпе  тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



22 января 2014
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter