Чăваш Енре Раççей пенсионерĕсен I-мĕш Спартакиадине йĕркелесе ирттерес ĕçĕн хатĕрленӳ тапхăрĕ пуçланнă

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Ертӳçипе, социаллă политика енĕпе  Федераци Канашĕнче ĕçлекен комитетăн Председателĕпе Валерий Рязанскийпе тĕл пулнă, Шупашкарта Раççей пенсионерĕсен I-мĕш Спартакиадине иртересси ыйтăва сӳтсе явнă. Тĕл пулăва уйрăм палăртнă ертӳçĕсем те хутшăннă.  Михаил Игнатьев Пенсионерсен пĕрлешĕвне çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине Чăваш Енре ирттерме шаннишĕн тав тунă. «Спортпа туслă чи вăйлă регионăн, мероприятие хутшăнма кăмăл тунисене тивĕçлипе кĕтсе илмелле, спартакиадăна пысăк шайра йĕркелесе ирттермелле. Уяв лайăх иртсе кайтăр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшăпăр», - тенĕ Пуçлăх.  Сăмаха май, Чăваш Енре спорта аталантарас ĕç анлăн сарăлнине, çынсем сывă пурнăç йĕркине кăмăл тунине, уйрăмах аслă çулсенчи ватăсем спорта тухса, çитĕнекен çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартни паха пулнине каланă. Валерий Рязанский пĕлтернĕ тăрăх, асăннă мероприятие Раççей кунĕнче, 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, ирттерме палăртнă. Спорт мероприятийĕнче Раççейри мĕн-пур регионсенчен 300 яхăн пенсионер хутшăнĕç. «Пирĕн, паллах, хамăр енчен çакăн пек сĕнӳ пур, ăмăртăва ахаль ватăсене кăларма тăрăшмалла, тепре чухне, хăй вăхăтĕнче спортсмен пулнисем ытларах спорта тухма кăмăл тăваççĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Раççей Пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн  Председателĕ. Сумлă хăна, Валерий Рязанский, нумай çул пурăнассине спортпа туслаши пулăшать, асăннă уяв аслă çулсенчи çынсем сывлăх енчен çирĕп пулнине кăтартать, - тенĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем çурран чупассипе, ишессипе, теннис, пăшалпа перессипе, шахмат тата хушма спортăн 4 тĕсĕпе тупăшĕç. Тĕплĕнрех



22 января 2014
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter