РФ Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Республикинчи Управленине ялава торжествăлла майпа чысланă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацин Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци службин Чăваш Республикинчи Управленине торжествăлла майпа ялав парса  чысланă пулăма хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ çакнашкал церемоние йĕркелесе ирттерни, Раççей ФСКН Чăваш Енри Управленийĕ тивĕçлĕ ĕçлесе пынипе çыхăннине палăртнă. Асăннă Управлени хăйĕн çулне пăхмасăрах,  республикăра пурăнакан граждансен, уйрăмах çамрăксен сывлăхне упраса хăварас тата хăрушсăрлăхсенчен хăтарас тесе хăйсен умне лартнă тĕллевсене кирлĕ пек туллин пурнăçлани куç кĕретех. «Чăваш Енре наркотик енĕпе лару-тăрăва çивĕч тĕрĕслеççĕ. Аван кăтарту, республикăра право йĕркине тытса пырас енĕпе тĕрлĕ службăсем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пыни те çакнах çирĕплетсе парать. Малашне те наркотиксен çаврăнăшне хирĕç кĕрешес ĕç эффективлă пурнăçланасса шансах тăратпăр. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле хар тăрса, çак усал наркăмăшсенчен халăха упраса, сыхласа хăварассишĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Паянхи кун,  ялава çирĕплетме наркотика хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитечĕн Ертӳçин çумне, Атăлçи федераллă округпа Управленийĕн пуçлăхне, генерал-майора Сергей Васильева тата отставкăри полицин генерал-майорне Виктор Сивцова, Управленийĕн чи лайăх ĕçченĕсене шанса панă.   Скоба çапса çирĕплетекеннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацин ФСКН Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçине полицин генерал-майорне Евгений Барсукова шаннă. Сергей Васильев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путинăн Хисеп грамотине вуласа панă,  Раççей Федерацийĕн ФСКН Чăваш Енри Управленине официаллă символа – Ялава парса чысланă.  Тĕплĕнрех



23 января 2014
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter