Наркотика хирĕç кĕрешмелли Патшалăх комитечĕн ертӳçин çумĕ Сергей Васильев: «Наркотика хирĕç кĕрешмелли Чăваш Республикинчи комиссийĕн ĕçĕ – Атăлçи федераллă округра чи лайăххисенчен пĕри»

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕç кĕрешмелли   Патшалăх комитечĕн ертӳçин çумĕпе Атăлçи федераллă округри  управленийĕн пуçлăхĕпе, полицин генерал-майорĕпе Сергей Васильевпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче Правительстăпа Чăваш Енри Патшалăх наркотĕрĕслев Управленийĕ тачă çыхăнса ĕçлени пирки асăннă. Наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ĕçĕ куç кĕретех лайăх пурнăçланса пынине палăртнă. Республикăра Координаци канашĕ те хăйĕн умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлать, право йĕркине кирлĕ пек шайра тытса пырать. «Эпир пĕлсех тăратпăр, хăш çул-йĕрпе пымаллине. Пирĕн ума Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе наркотика хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитечĕн Ертӳлĕхĕ лартнă пур тĕллевсене пурнăçлама тăрăшăпăр. Йĕркене пăсакансен, тивĕçлипех пысăк яваплăх тытмалла, унсăрăн эпир ку енĕпе нихăçан та йĕрке туса çитереймĕпĕр. Урăх çулсем, майсем  пирĕн çук», - тесе çирппĕн палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сергей Васильев Атăлçи федераллă округпа илсен мĕн-пур регионсенчи çӳлерех асăннă комиссийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Пур регионсенче те комиссисем аван ĕçленине каланă, 2014 çул валли тĕллевсене палăртнине те аса илсе хăварнă. Кăçалхи çул уйрăмах çула çитмен çамрăксем преступлени тăвассинчен ытларах çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Çамрăксем ытларах ку енĕпе йывăрлăхсем кăларса тăратнине каланă. Сумлă хăна, Сергей Васильев Чăваш Республикинче наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин ĕçĕ Атăлçи федераллă округри регионсемпе танлаштарсан лайăххисенчен пĕри, курăмлă ĕçленине палăртнă. Федераци службин Ертӳçин ячĕпе наркотика хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитетне йĕркелесе янăранпа 5 çул çитнине халалласа  Михаил Игнатьева медаль парса чысланă. Тĕл пулура граждансене Интернет урлă кирлĕ мар информацисем илессинчен сыхласа тăмалли пирки, инкеке лекнисене сиплесси тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе те  калаçу хускатнă. Тĕплĕнрех



23 января 2014
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter